klubПинер ял тăрăхĕнчи Вăтакас ялĕнче пурăнакансемшĕн августăн 27-мĕшĕ савăнăçлă та пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлчĕ. Кунта савăнăçлă лару-тăрура 50 çын вырнаçмалăх çĕнĕ модульлĕ клуб уçăлчĕ. Культура учрежденийĕ пуçарулăх бюджечĕн программи пулăшнипе хăпарса ларчĕ. Районта вăл иккĕмĕш, çулталăк каялла Çитмĕш ялĕнче ĕçлесе кайнăччĕ çакăн пек клуб.

Вăтакасра иртнĕ мероприятие Вăрмар ра­йон администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов хутшăннă. Райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов муниципалитетра çакăн йышши модульлĕ клуб юлашки объект пулманнине пĕлтернĕ. Дмитрий Геннадьевич палăртнă тăрăх, районти пур пĕчĕк ялсенче те модульлĕ клубсем туса лартмалла. Вăтакассене райадминистраци пуçлăхĕ портативлă акустика тытăмне парнеленĕ. Çĕнĕ клуба уçнă май савăнăçлă лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Иван атте ăна çветит тунă. Клуб умне пухăннă ял халăхне художествăлла пултарулăх коллективĕсен хаваслă концерт программи çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнеленĕ.

С.ПАВЛОВА, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕн заместителĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика