IrinaÇак кунсенче Чăваш Енре Правительство çуртĕнче Тĕп редактор кунĕ иртнĕ.

ЧР Цифра аталанăвĕн министерстви çак мероприятие медиаотрасль аталанăвĕн, кулленхи ы­­йту­с­­­­емпе вĕсене пурнăçламалли çул-йĕре палăртас тĕллев­п­е çулталăкне темиçе хутчен йĕркелет. Тĕлпулăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен руководителĕсем, Чă­ваш Енĕн Регион управленийĕн центрĕн, Роскомнадзор представителĕсем хутшăннă.

Ларăва ЧР цифра аталанă­вĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ К.Майнина уçнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун çынсем информацие ытларах социаллă сетьсем урлă пĕл­нине палăртнă, çавна май журналистсен çак енĕпе ытларах аталанмаллине каланă. «Эсир пысăк калăпăшлă ĕç туса пыратăр, халăха информаципе тивĕçтерсе ра­йон, республика, çĕршыв шайĕнчи лару-тăрупа паллаштаратăр. Изданисем пичетлетĕр, теле- тата радиоканалсен, сайтсемпе социаллă сетьсен ĕçне тытса пыратăр. Пĕр харăсах темиçе тĕрлĕ ĕç пурнăçласа пыма çăмăл мар, апла пулин те эсир пултаратăр. Пысăк тав сире çакăншăн!» - тенĕ Кристина Майнина массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене.

Малалла министр журналистсене патшалăх наградисемпе чысланă. Наградăна тивĕçекенсен йышĕн­че чи малтан пирĕн ĕçтешĕмĕр, Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» ха­çа­чĕн компьютер пайĕн редакторĕ Ирина Михайловна Артюкова пул­чĕ. Ăна çыхăнупа информаци тех­но­логийĕсен тата массăллă коммуникацисен аталанăвĕнчи тăрăшул­лă ĕçшĕн «Çыхăну мастерĕ» /«Мастер связи»/ звани парса чыс­ла­нă - «Мастер связи» медаль тата удостоверени панă. Çак наградăна вăл Раççей Федераци­йĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн М.Шадаевăн Хушăвĕпе ки­лĕшÿллĕн тивĕçнĕ. Ирина Михайловнăн «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнчи ĕç стажĕ 23 çула яхăн. Журналистсем çырнă материалсене, сăнÿкерчĕксене хаçат страници çине илемлĕ калăпласа лартасси, тепĕр майлă каласан верстка тумалли – унăн тĕп тивĕçĕ. Унсăр пуçне хаçат сайтне, социаллă сетьсене тытса пырассине те пурнăçласа пырать Ирина Михайловна. Кулленхи ĕçе вăл яваплăха туйса тăрăшуллă пурнăçлать. Çавăн пекех халь­хи вăхăтра вăл редакцин проф­союз комитечĕн ĕçне те ертсе пырать. Коллективра та ăна хисеплетпĕр, юрататпăр, çакăн пек пысăк награда илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр!

Чăваш Енĕн Регион управлени­йĕн центрĕн социаллă сетьсенчи ĕçе ертсе пыракан специалисчĕ А.Кириллова соцмедиа сферинче информацие епле вырнаçтармалли пир­ки каласа панă. Вăл редакцисен официаллă страницисене тĕрĕс йĕркелемелли сĕнÿсем панă, информацие интереслĕрех илсе çитермелли пирки, подписчиксемпе çĕнĕ форматсемпе ĕçлемеллине ăнлантарнă. Телеграм-канала ăнăçлă ертсе пымалли çинчен «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ В.Васильев каласа панă.

Тĕп редактор кунĕнче ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Warning: Illegal string offset 'style' in /home/gazet16979/gazeta1931.ru/docs/libraries/src/Helper/ModuleHelper.php on line 235

Warning: Illegal string offset 'style' in /home/gazet16979/gazeta1931.ru/docs/libraries/src/Helper/ModuleHelper.php on line 252

Основное меню

Наши соцсети

Документы

Новости

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика