«Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсем анлă. Çак шутра пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшĕсене, хула тăрăхĕн хутлăхне ÿстересси, граждансене хăтлă хула хутлăхне йĕркеленĕ ĕçре тÿрремĕнех хутшăнма майсем туса парасси, пурăнма юрăхсăра тухнă çурт-йĕр фондне тĕллевлĕн чакарса пырасси. Çак наци проекчĕ 4 федераллă проектран тăрать: «Пурăнмалли çурт-йĕр», «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси», «Пурăнма юрăхсăра тухнă çурт-йĕр фондне чакарасси», «Таса шыв». Çак программăсем Вăрмар муниципаллă округĕнче те пурнăçланса пыраççĕ.

Çамрăк çемьесене — патшалăх пулăшăвĕ

IMG 6241«Пурăнмалли çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн 2023 çулта 5 çамрăк çемьене 4347,0 пин тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕр е хваттер туянма, е çурт-йĕр строительстви валли социаллă тÿлевсем илме май паракан свидетельствăсене панă. Çак свидетельствăсемпе çамрăк çемьесем пуринпе те туллин усă курнă. Икĕ çемье пурăнмалли çурт-йĕр хăпартса лартнă: пĕрне — Чулкасра, теприне — Энĕш­пуçĕнче. Тепĕр çемье Вăрмар округĕнчи Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнмалли çурт туяннă. Пĕр çемье Шупашкарта хваттер илнĕ. Тепĕр çемье Шупашкарта ипотекăпа туяннă хваттершĕн тÿленĕ. Чулкас ялĕнчи нумай ачаллă Сидоровсен çемйи патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çĕнĕ çурт хăпартса ларт­нă. Паянхи кун икĕ хутлă çак кил-çуртра йышлăн савăнса пурăнаççĕ /ÿкерчĕк çинче\.

2024 çулта çакăн йышши социаллă тÿлевсене илмешкĕн Вăрмар муниципаллă округĕ валли 3 460 863,42 тенкĕ уйăр­нă. Пĕтĕмпе 4 çемьене хваттер туянма е пурăнмалли çурт-йĕр туянма 3 052 140,00 тенкĕлĕх свидетельствăсем панă. Хальхи вăхăтра Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕнче 43 çамрăк çемье черетре.

Вăрмар поселокĕнчи Вокзальная урамĕнчи 14-мĕш çурт­ра пурăнакан граждансене авариллĕ тата пурăнма юрăхсăра тухнă çуртран куçарма «Чăваш Республикин ипотека корпорацийĕ» ятарлă застройщик» акционерлă обществăпа 8 хваттер туянма 20 472 011 тенкĕ те 60 пуслăх муниципаллă контракт йĕркеленĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн 2023 çулта 8 хваттер туяннă: 4 хваттер Çĕнĕ Шупашкарта тата тепĕр 4 хваттерне — Вăрмар поселокĕн­че.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин:

«Пирĕн тĕллев — паянхи йышши пурăнмалли условисемпе килĕшÿллĕ хутлăх йĕркелесси, поселоксемпе хуласене çĕнетесси. Çав вăхăтрах вĕсен сăн-сăпатне тата истори еткерлĕхне упраса хăвармалла. Хулă хутлăхне çĕнетес ĕçре строительствăри малти технологисемпе тата материалисемпе, çĕнĕ архитектура мелĕсемпе усă курмалла».

Тĕп площаде хăтлăх кĕртеççĕ

IMG 7197IMG 7203Вăрмар поселокĕн цент­рĕнче ĕç шавĕ кĕрлет — кунта тĕп площаде хăтлăх кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Вĕсене икĕ тап­хăрпа пурнăçлама палăртнă. Пĕрремĕш тапхăрне пĕлтĕр пурнăçланă, хальхи вăхăтра — ĕçсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Тĕп площаде хăтлăх кĕртес проекта «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераллă программи шайĕнче рейтинглă сасăлав ирттерсе суйланă. Пĕр­ремĕш тапхăрпа килĕшÿллĕн тĕп площадьре пĕтĕм­пе 5 592 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Площадьре çутăпа тивĕçтерекен юпасене, бордюрсене кăларса илсе кайнă, йывăçсемпе тĕмсене касса территорине тасатнă, брусчатка сарнă. Иккĕмĕш тапхăрпа ĕçсене 5 037 пин тенкĕлĕх туса ирттерме палăртнă. Брусчатка сарса пĕтермелле, çутăпа тивĕçтермелле, территорие ешĕллетмелле, пĕчĕк архитектура формисем выр­наçтармалла. Кунта хальхи вăхăтра Шупашкар çыннисем — «Герса» тулли мар яваплă обществăн представителĕсем пиллĕкĕнтен вăй хураççĕ. 900 тăваткал метра яхăн лаптăка брусчатка сармалла вĕсен. Брусчатка сармалли никĕс хатĕрлеççĕ хальлĕхе. Сарса пĕ­терсен вара çутă кĕртессипе, хунарсем лартассипе ĕçе тытăнмалла пулĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн ĕçсене август уйă­хĕччен вĕçлемелле.

Александр Николаевич ВИССАРИОНОВ, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ:

vissa«Тĕп площадьри ĕçсем кон­т­рактпа килĕшÿллĕн планпа, вăхăтра пулса пыраççĕ. «Герса» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем - çамрăксем — хăйсене шанса панă ĕçе пур яваплăхпа тăрăшса пурнăçлаççĕ. Брусчатка сарасси – тĕп ĕç. Территорие ешĕллетесси кĕркуннене куçĕ тесе шутлатăп. Поселок куç умĕнче илемленсе пырать, çакă йăлтах «Хăтлă хула хутлăхне йĕр­келесси» проектпа килĕшÿллĕн пулса пырать».

Кăçал та сасăлав иртрĕ

Кăçал та мартăн 15-мĕшĕ — ап­релĕн 30-мĕшĕсенче çитес çул хăтлăлатмалли общест­вăлла территоришĕн сасă­лав иртрĕ. Сасăлава 4 территори тăратнă пулнă: Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕнчи сквер /интернационалист-салтаксене тата Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе ларт­нă асăну палăкĕсен территорийĕ\, Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕн­чи парк, Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса ларт­­нă палăк умĕнчи лаптăк, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсене асăнса ларт­нă Мăнçырма ялĕн­чи аллея.

Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсене асăнса лартнă Мăн­çырма ялĕнчи аллея» объект çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çак аллея истори еткерлĕхне упраса хăварма, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен пĕлтерĕшне ÿстерме май парĕ. Унсăр пуçне кунта пирĕн ра­йон çыннисемпе хăнисемшĕн канмалли, уçăлса çÿремелли хăтлă та илĕртÿллĕ вырăн пулса тăрĕ. Проектпа килĕшÿллĕн ку территорие ешĕллетмелле, хăтлăлатмалла. Асăну палăкĕсемпе информаци стенчĕсем йышши пĕчĕк архитектура формисем пире историе, пирĕн ентешсен-хÿтĕлевçĕсен паттăрла ĕçĕсем çинчен аса илтерсех тăрĕç. Кунта паттăрсене асăнса, хисеп туса чечексем хумалли вырăн пулса тăрĕ. Эстетика тĕлĕшĕнчен илемлĕ, хăтлăх кĕртнĕ территори аллейăна хăйне майлă сĕм кĕртĕ. Çак ĕçсем йăлтах 2025 çулта пурнăçланĕç.

Шыв башнисене юсаççĕ

bash«Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проекчĕн «Таса шыв» фе­де­раллă проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар муниципаллă округĕн­че кăçал 8 ялта шыв башнисене тĕпрен юсама палăртнă: Чулкас, Кивĕ Вăрмар, Çÿлти Кинчер, Пинер, Энт­рияль, Шăп­лат, Урнар, Çĕнĕ Кинчер ялĕсенче. Çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă, пĕтĕмпе — 20 681 360,00 тенкĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика