Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ:

«Владимир Путин Раççей Президенчĕн должноçне официаллă йышăнни — пĕтĕм çĕршывшăн, кунта пурăнакан кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл пĕтĕм халăх умĕнче кашни çыннăн тата гражданинăн правипе ирĕклĕхне хисеплеме тата хураллама, Раççей Конституцине пăхăнма тата хÿтĕлеме, патшалăхăн суверенитечĕпе никама пăхăнманлăхне, хăрушсăрлăхĕпе пĕрлĕхне хÿтĕлеме, халăхшăн чунтан парăнса ĕçлеме тупа турĕ. Раççей лидерĕ патшалăх Президенчĕн должноçĕнче чылай çул ĕçленĕ май вăл çĕршыва парăннине хăйĕн ĕçĕ урлă çирĕплетнине палăртас килет. Путинпа пĕрле пирĕн çĕршыв çăмăл мар тапхăрсене çĕнтерсе аталану еннелле утать, Раççей чăннипех те вăйлă патшалăх пулса тăнă».

Надежда ИВАНОВА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн заместителĕ:

«Инаугураци вăхăтĕнче Владимир Путин хăйне чăн-чăн лидер, çирĕп тĕллевлĕ руководитель пек кăтартрĕ. Çĕршывра пурăнакан мĕнпур çын Владимир Владимировичпа мăнаçланать, пĕтĕм çĕршыв ун тавра пĕр чăмăра пухăннă. Вăл Раççее ура çине тăратнă, социаллă тата экономикăллă аталанăвне тивĕçтернĕ. Тăван çĕршывăмăр малалла та Владимир Путинпа пĕрле çĕнĕ çĕнтерÿсем тăвасса иккĕленместпĕр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика