lentaКăçал Чăваш Енре Çĕнтерÿ парачĕ, ветерансен портречĕсене тытса пĕрле йышлăн пухăнса утмалли «Вилĕмсĕр полк» акци, Çĕнтерÿ салючĕ пулмĕç. Çак йышăнăва рес­публикăра пурăнакансен тата кунта хăнана килекенсен хăрушсăрлăхĕшĕн тунă.

kna pobeЧă­ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăрт­нă тă­­­рăх, уяв мероприятийĕсем урăх форматпа пулĕç. Онлайн йĕркепе «Вилĕмсĕр полк», «Çĕнтерÿ чÿречисем», «Ветеран патне — шăнкăрав», «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часо­вой» тата ытти акцисем иртеç­çĕ. Сăмах май, «Вилĕмсĕр полк» акцин çĕнĕ формисене пурнăçа кĕртме сĕннĕ: Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен портречĕсене общест­вăлла, харпăр хăйĕн, ĕçри транспорчĕ çине, унсăр пуçне урамри медиаэкрансемпе вĕрентÿ заведенийĕсенче, социаллă сетьсенче вырнаçтарма. Апрель уйăхĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнче те Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса пынă ятпа «Георги хă­йăвĕ» акци старт илчĕ. Ку акци йăлана кĕнĕ йĕркепе 2005 çултанпа çĕршывĕпех иртет. Акци «Эпĕ ас­тăватăп, эпĕ мухтанатăп» девизпа иртет. Унăн тĕп символĕ — хура тата тĕттĕм сарă тĕслĕ лента — Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерĕвĕн тĕп атрибучĕ. Çак лентăпа Аслă Отечественнăй вăрçăри чи пысăк наградăна — Мухтав орденне — тунă чухне усă курнă. Акци тĕллевĕ — çамрăк ăрăва иртнĕ ĕмĕр­ти чи хăрушă вăрçăри çĕнтерÿ мĕнле хака ларнине, кампа мухтанмалли­не аса илтерсех тăрасси. Вăрмар шкулĕнчи волонтерсем акци вăхăтĕнче поселокри çынсене тата унăн хăнисене майăн 9-мĕшĕн тĕп символне — Георги хăйă­вне — 500 штук парса тухрĕç. Георги хăйăвĕ — уяв символĕ, çак хăрушă вăрçăра Çĕнтерĕве туптанă ветерансене, тыл ĕçченĕсене хисеплесе асра тытмалли символ. Хăйăва кăкăр çине сулахай енне, чĕре енне çакмалла.

Округра пурăнакансем, çав шут­ра Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта та «Георги хăйăвĕпе» пĕр­лех «Çĕнтерÿ чÿречисем» акцие те хутшăнаççĕ. Шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕсем клас­ри, килĕсенчи чÿречесене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе илемлетрĕç.

Аслă Çĕнтерÿ 79 çул тултарнине халалласа майăн 9-мĕшĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул территорийĕнче çак шкултан вĕренсе тухнă, Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксене халалласа «Защитники Отечества» ятпа аллея уçма палăртаççĕ. Çак пархатарлă ĕçе Вăрмар округĕн администрацийĕн, вĕрентÿ учрежденийĕ­сен коллективĕсем, районти ытти çынсем хăйсен тÿпине хывнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика