OCAybTNBZbfzlVX6CZ2ThtzXuRiGBk15«Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераллă проекчĕ 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе старт илнĕ.

Юхăмăн тĕп тĕллевĕ — Раççейре пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстересси тата спорт пурнăçĕн культурине тăвасси. Планланă тăрăх, 2030 çул тĕлне çĕршывра пурăнакан граждансен 70 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа туслашмалла. «Спорт — пурнăç норми» проект шайĕнче массăллă спорт аталанать, çавăн пекех физкультурăпа туслă пулма условисем лайăхланаççĕ.

Шăпах та массăллă спорта аталантарас тĕллевпе çак кунсенче Энĕш­пуçĕн­че пирĕн ентешĕн — Раççей спорт мастерĕн Светлана Владимировна Захарован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем иртнĕ. Мероприятине Аслă Çĕнтерĕве 79 çул, Раççей пушар хуралĕ пулса кайнăранпа 375 çул, Вăрмар округĕнчи пушар хуралĕ пулса кайнăранпа 65 çул, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ уçăлнăранпа 55 çул çитнине халалланă.

Спортсменсене ăнăçу сунса мероприятин торжествăлла пайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ Василий Нягин, Раççей спорт мас­терĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Светлана Захарова, Энĕшпу­çĕн­чи территори пайĕн начальникĕ Олег Иванов тата ыттисем те тухса калаçнă.

Старта Вăрмар округĕнчи шкулсенче вĕренекенсем, çавăн пекех аслăрах ÿсĕмри çăмăл атлетсем те тухнă. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата медальсемпе чысланă, парнесем панă.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика