pÇар службинче салтак тивĕçне пурнăçласси — Раççей Федерацийĕн кашни гражданинĕн хисеплĕ тивĕçĕ. Çамрăк каччăсен пурнăçĕнче вĕсене салтака ăсатса ярасси чи пĕлтерĕш­лĕ те яваплă пулăм.

Иртнĕ кунсенче Чупайĕнчи культура çуртĕнче ял çамрăкне — Иван Александрович Пугачева Раççей çар ретне тивĕçлĕн ăсатса ярассипе мероприяти ирттернĕ. Ивана салтак тивĕçне ăнăçлă пурнăçлама ырă сунса Чупайĕнчи территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева, тăванĕсем, юлташĕсем ăшă сăмахсем каланă. Вĕсем çамрăка службăра сыхă, тивĕçлĕ пулма суннă. Ваня шкулта лайăх вĕреннĕ. Хусанти федераллă университетăн картографипе гео­информатика факультетĕнчен бюджет мелĕпе вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ. Салтака каиччен каччă Хусанта пĕр организацире картограф пулса ĕçленĕ. Иртнĕ кунсенче 23 çул тултарчĕ Иван Пугачев. Çар тивĕçне вăл хальхи вăхăтра Ростов-на-Дону хулинче мотострелоксен дивизийĕнче пурнăçлать. Çулталăкран Ваня киле тĕрĕс-тĕкел таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ унăн çывăх çыннисем.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Последние комментарии

Яндекс.Метрика