minsportÇак кунсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионăн конференц-залĕнче ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров министерство çулсерен ирттерекен смотр-конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăларĕ.

Мероприятинче спортсменсене, тренерсене, рес­публикăпа муниципалитетсенчи спорт шкулĕсен представителĕсене, муниципалитетсен админис­трацийĕсен сотрудникĕсене, спорт журналисчĕсене чысларĕç. «Сирĕнтен кашниех Чăваш Енри физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывать. Эсир тăрăшнипе 2023 çул отрасльшĕн ăнăçлă пулчĕ. Эпир Раççей Президенчĕ хушнине — физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен шайне ÿстерессине — малалла пурнăçласа пытăмăр. Иртнĕ çул кăтарту 57,8 процентпа танлашрĕ», — терĕ Василий Петров.

Аса илтеретпĕр, «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераллă проекчĕн задачипе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕл­не Раççейре пурăнакан физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен шутне 70% таран çитермелле. Тĕп тĕллев — физкультура урлă çынсен пурнăç пахалăхне ÿстересси, спортпа çыхăнса тăракан пурнăç культурине йĕркелесси. Çак тĕллеве пурнăçлама Вăрмар муниципаллă округĕ те активлă хутшăнать. Ахальтен мар физкультурăпа массăллă спорта аталантарас тата çынсен сывлăхне çирĕплетес ĕçе пурнăçласа 2023 çулхи кăтартусем тăрăх Вăрмар округĕ «Сывлăхпа спорт кунне» чи лайăх ирттерни» номинацинче республикăра 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика