DmitrievУйра унта та кунта техника ĕçлет: пĕрисем тырă акаççĕ, теприсем çĕрулми лартаççĕ. Хăшĕсем акса та пĕтернĕ ĕнтĕ. Пур çĕрте те çĕрсем пĕр вăхăтра пиçсе çитмеççĕ çав, çакна кура кашни хуçалăхра хăйĕн вăхăчĕ.

Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк фермер Александр Николаевич Дмитриев та кунĕн-çĕрĕн уйра тăрăшать. Тĕрĕсрех каласан, аш­шĕпе Николай Вениаминовичпа пĕрле ĕçлеççĕ вĕсем. Çавăн пекех Александрăн амăшĕ Татьяна Александровна, мăшăрĕ Ксения Александровна ытти пур ĕçре те пулăшса пыраççĕ. Çемйипе ĕçлеççĕ Дмит­риевсем, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче пулăшакансене те чĕнеççĕ, пĕтĕмпе 380 гектар çĕр çинче. Урпа, йĕтĕн, тулă, рапс, фацели, çĕрулми çитĕнтереççĕ. Кăçал, акă, пĕр­ремĕш хутчен рапс акрĕç хуçалăхра, 120 гектар çинче. Çамрăксем ытларах чухне ашшĕ çулĕпе кайса ял хуçалăхĕнче ĕçлеççĕ. Александр вара çамрăк çулĕсене кура мар, хăй тĕллев ларт­са тытăннă çĕр çинче ĕçлемелли çак çăмăл мар ĕçе. «Хĕр­лĕ дипломлă юрист-тракторист», — тесе шÿтлет хăйĕн пирки çамрăк фермер. Шупашкарти коопераци институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа «юрист» специальноçпе вĕренсе тухнăскер алла илнĕ профессипе ĕçлес вырăнне хă­йĕн пурнăçне ялпа, çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма шутланă. Иккĕмĕш курс студенчĕ пулнă чухне çуллахи каникул вăхăтĕнче çĕрулми çитĕнтерсе пăхма шутлать. Малтанах 2 гектар çĕр çинче. Ку ĕçре ăна хăйĕн тăван ял çыннийĕ, çав вăхăтра Вăрмар ра­йон администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ, агроном ĕçне лайăх пĕлекен Николай Михайлович Николаев пулăшнă иккен. Тепĕр çул 4 гектар çинче çĕрулми ларт­са çитĕнтерме шутлать каччă. Тата тепĕр çултан — 10 гектар çинче. 2020 çулта хăй ячĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытать Александр, çапла «Дмитриев А.Н.» ХФХ ертÿçи пулса тăрать 24 çулхи çамрăк. Ял хуçалăх енĕпе вĕренмен пулсан та çынпа калаçни, çултан-çул пухăнса пыракан опыт пулăшса пынине палăртать çамрăк фермер. 2021 çулта тырă упрамалли пысăк склад туса лартнă Дмитриевсем. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама икĕ çĕнĕ МТЗ-82 трактор туяннă пулнă, комбайн, Т-150 трактор пур. Иртнĕ çулсенче кĕрхи культурăсем çитĕнтермен пулсан, кăçалтан ку енĕпе те ĕçлеме тытăнасшăн.

Ăнăçу сунатпăр çамрăк фермера предпринимательлĕх ĕçĕнче, патшалăх кÿрекен тĕрлĕ енлĕ пулăшу мерисемпе усă курса татах та аталанмалла пултăр!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика