Майăн 20-мĕшĕнче Вăрмар муниципаллă ок­ругĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ старт илнĕ.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ Чăваш Республикинче 1995 çултан пуçласа çулсерен иртет. Ăна пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ — Пĕтĕм Раççейри «Раççей ачалăх фончĕ» обществăлла ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ. Çак вăхăт хушшинче марафона хутшăнакансем чылай ырă ĕç тунă: пурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене пулăшу кÿнĕ, социаллă учрежденисен пурлăхпа техника базине çирĕплетме пулăшнă.

Ыркăмăллăх марафонне хутшăнни тĕрлĕ сăлтава пула нуша куракан ачасене пулăшу кÿме май парать. Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакан кашни çын, предприятисемпе учрежденисен ĕç коллективĕсем те марафона хутшăнса ачасене пулăшу кÿрес ырă ĕçе хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ. Ачасене пулăшасси — пирĕн пĕрлехи тĕллев.

Марафона хутшăнас текенсем фондăн расчет счечĕ çине çак реквизитсемпе укçа куçарма пултараççĕ:

Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд»

расчетный счет / 40703810075220160067

в Чувашском Отделении / 8613 ПАО Сбербанк г. Чебоксары

БИК 049706609

к/с 30101810300000000609

ИНН 2128005408, КПП 213001001.

«Назначение платежа» тенĕ çĕрте «Урмарский муниципальный округ» тесе палăртмалла.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика