Кăçал çанталăк ура хунипе аграрисен çурхи ĕçĕсем кая юлса пычĕç. Акă, ЧР Ял хуçалăх министерствин даннăйĕсем тăрăх, пĕлтĕр ма­йăн 28-мĕшĕ тĕлне республикăра 4481 гектар çĕр улми лартнă пулсан, кăçал — 2498 гектар. Халь çанталăк хĕвеллĕ те ăшă тăнă май, çĕр ĕçченĕсем те кашни кунпа тухăçлă усă курса уй-хиртен кĕмеççĕ те темелле.

IMG 8488Вăрмар округĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем те çĕр улми лартассипе вăй хураççĕ. Майăн 28-мĕшĕ тĕлне пирĕн округра 113 гектар çĕр улми лартнă. «Иккĕмĕш çăкăр» çитĕн­терессипе чылай çул Энĕшпуçĕнчи «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ тăрăшать. Кăçал Ивановсем çĕр улмине 20 гектар çинче лартса хăварма планланă. Пĕрремĕш сезон мар ĕнтĕ вĕсем «Гала» сортлă çĕр улми лартаççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕн Ольга Анатольевнăн мăшăрĕ тата ĕçри заместителĕ Иван Геннадьевич палăртнă тăрăх, çак сортлă çĕр улми тухăçĕпе савăнтарать, йышлă пулать.

Çĕр ĕçĕнче çитĕнÿ тăвас тесен хальхи йышши техникăпа усă курни пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Ивановсем самана таппинчен юлмаççĕ, ĕçре хальхи йышши тракторсемпе усă кураççĕ. Акă, Case Maxxum-140 трактора спутник урлă автопилот мелĕпе ĕçлемелле тунă, çавăнпа çĕр улми йăранĕсем те тÿп-тÿрĕ пулаççĕ. Çĕр улми лартмалли агрегат çумне вара удобрени сапмалли хатĕр вырнаçтарнă. Çапла çĕр улмине те лартаççĕ, çав вăхăтрах апатлантарса та хăвараççĕ.

IMG 8508«Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улмисĕр пуçне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те акса туса илеççĕ, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. «Кăçал, акă, пĕрремĕш хут рапспа та ĕçлесе пăхас терĕмĕр», — пĕлтерчĕ Иван Геннадьевич. Паллах, пĕтĕм ĕçе пĕччен пурнăçламасть вăл, çемьепе, тăванĕсемпе пĕрле тăрăшаççĕ. Эпир пынă кун та Иван Геннадьевичпа çума-çумăн унăн шăллĕ Дмитрий Геннадьевич ĕçлетчĕ, çавăн пекех Николай Семенов та юнашарччĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Вăрмар округĕнче çĕр улми çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçлекен фермерсем хушшинче Кĕлкешри Геннадий Николаевич Ямукова палăртмалла. Вăл пысăк хуçалăха нумай çул çирĕп алăпа тытса пырать. Кăçал çĕр улмине 125 гектар çинче лартса хăварма тĕллев тыт­нă Геннадий Николаевич. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Гала», «Ред Леди», «Прайм», «Ла Страда» сортлă çĕр улми лартаççĕ. Вăрлăхне уй-хире ăсатиччен Grimme сортировка агрегачĕ витĕр кăларса суйлаççĕ. Эпир пынă кун ку ĕçре Любовь Порфирьева, Фаина Петрова, Нина Николаева тата Ираида Илларионова тăрăшатчĕç /сăн ÿкерчĕк çинче/, агрегатне тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттерессишĕн вара Михаил Иванов оператор явап­лă. Борис Иванов, Александр Илларионов, Сергей Сидоров грузчиксем те кунтах, вĕсем хăй­сен тивĕçĕсене пурнăçлама яланах хатĕр.

Çĕр улми вăрлăхне, удобрение уй-хире Эдуард Макаров турттарать. Кунта Владимир Обручков New Holland трактор рулĕ умĕнче йăрансем хатĕрлет, Сергей Иванов John Deere тракторпа çĕр улми лартать, çĕр улми лартмалли Grimme агрегат çинче вара Александр Архиповпа Борис Федоров ĕçлеççĕ.

«Çĕр улми тухăçлă пултăр тесе ăна вăхăтра апатлантаратпăр, шăрăхра шăваратпăр тата ытти те. Техники çĕнĕ пирĕн, хуçалăхри ĕçченсем те шанчăклă çынсем, çавăнпа ĕçре ăнăçу пуласса шанатăп», — терĕ Геннадий Николаевич.

«Фермер хуçалăхĕсене аталантарни ялсене те аталану вăйĕпе тивĕçтерет», — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Ахальтен мар «Вак тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕ шайĕнче патшалăх аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет. Вĕсемпе пирĕн округ­ри ял хуçалăх ĕçченĕсем те тухăçлă усă кураççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика