Майăн 23-29-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче Пĕтĕм тĕнчери XVII кинофестиваль иртрĕ.

Фестиваль шайĕнче республикăри кинотеатрсенче тĕрлĕ фильмсем кăтартнă: тулли метражлă фильмсем, этника тата регионти кино. Кăçал этника тата регионти киносен тупăшăвне 25 ĕç тăрат­нă. Тепĕр 9 картина — илемлĕ фильмсен конкурсĕнче. Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче хамăр республикăри пултарулăх ушкăнĕн ĕçне те кăтартнă. «Хурăн шывĕ» фильм регионти киносен конкурсĕнче тупăшнă.

Мероприятинче паллă артистсемпе, пултаруллă режиссерсемпе тĕлпулусем иртнĕ, ача-пăча программи пулнă. Çавăн пекех мастер-классем иртнĕ, конкурс тулашĕнчи фильмсен кăтартăвĕ пулнă. Кино курас текенсене тÿлевсĕрех кĕртнĕ.

Фестивале Раççейре ÿкернĕ кинокартинăсем кăна мар, Кыргызстан, Итали, Иран, Греци, Армени, Инди, Беларусь çĕршывĕсенчи авторсен ĕçĕсем те хутшăннă. Çапла кино уявĕ чăваш çĕрĕ çинче аталанса пырать, вăл тĕрлĕ халăх культурипе паллашма май парать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика