museyРаççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин: «2025 çултан пуçласа «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проектне çĕнĕлĕхсем кĕртсе çĕнĕлле ĕçлеттерсе ярăпăр. Раççейри туризм отрасльне вăйлăрах аталантарăпăр».

«Туризм тата тараватлăх индуст­рийĕ» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчи шкул ачисем валли 4 тĕрлĕ туризм маршручĕ йĕркеленĕ. «Пĕлтĕр 5-9 классенче вĕренекен 3 пин ытла шкул ачи Чăваш Ен тăрăх çулçÿревре пулнă. Кăçал вĕсен шутне 5 пин таранч­чен ÿстерме палăртнă — 1-4 тата 10-11 классенче вĕренекенсене те явăçтармалла. Унсăр пуçне шкул ачисем валли музейсенче, театрсенче тата туризм пĕлтерĕшлĕ ытти вырăнсенче чĕрĕ урок формачĕпе мероприятисем ирттерме пуçланă», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Иртнĕ çул ноябрь уйăхĕнче Вăрмар округĕнче «Шкулсенчи туризм маршручĕсем» муниципаллă проекта торжествăлла лару-тăрура уçнă пулнă. Çак маршрутсен объекчĕсенчен пĕри — Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейĕ, проекта хутшăнакансен йышĕн­че музей экскурсовочĕ Галина Сергеевна Корытникова та пур. Вăрмар округĕнчи шкул ачисемсĕр пуçне музее Тăвай округĕнчи, Тутар Респуб­ликинчи ялсенчи шкулсенче вĕренекенсем, çавăн пекех Тутарстан турисчĕсем валли те алăксем уçăлнă пулнă 2023 çулта. Сăмах май, музейре пĕлтĕр 91 мероприяти ирттернĕ, пĕтĕм­пе 4433 çын кунта пулса курнă.

2022 çулхи январь уйăхĕнчен ĕçлет Галина Сергеевна Корытникова музейре. Хусанти культура институтĕнчен библиотекарь-библиограф специальноçпе вĕренсе тухнăскер 32 çул Вăрмарти тĕп библиотекăра ĕçленĕ пулнă вăл. Музейре ĕçлеме тытăнсан кăсăклă та усăллă экскурсисем ирттермешкĕн экскурсоводсен квалификацине ÿстермелли курссене вĕренсе пĕтернĕ. Чă­вашла та, вырăсла та ирттерет мероприятисене Галина Сергеевна музей хăнисем валли. Пĕр экскурси вăтамран сехет çурă иртет. «Пĕлтĕр, акă, Хусантан пысăк экскурси автобусĕпе «Казанский берег» туристсен компанийĕпе туристсем йышлăн килсе курчĕç музее. Вĕсем малтан маршрут йĕркелеççĕ те хăçан килессине шăнкăравласа пĕл­тереççĕ. Пирĕн музее кăна мар, Чă­ваш Енри ытти паллă вырăнсене те çитсе килнĕ вĕсем çÿл-çÿревре, çав шутра Куславкка округĕнчи Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсене асăнса лартнă мемориала та», - каласа парать Галина Корытникова. Акă мĕнле хаклав çырнă социаллă сетьри хăйĕн страницинче музейре пулса курнă тутар турис­чĕ Э. Хамитова:«Чăваш Енре пуян экскурсире пулса куртăм. Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейĕнчи экскурсовод Галина Корытникова — илемлĕ хĕрарăм-экскурсовод кăна мар, юрлама та ăста. Музейре хăй вăхăтĕнче чапа тухнă пулнă Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче туса кăларнă япаласене куртăмăр...» Хавхаланупа ĕçлет Галина Сергеевна. Халĕ унăн музейри 2 пин ытла экспоната Раççей Федерацийĕн музей фончĕн патшалăх каталогне кĕртмелле. Кашни экспонатăн фотоÿкерчĕкне туса, кашнине сăнласа парса.

Шел пулин те, хальлĕхе музейре экскурсисем иртмеççĕ, мĕншĕн тесен кунта юсав кирлĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика