Таса сывлăш, вăрмансем, тавралăхри тирпей-илем, тулли юханшывсемпе кÿлĕсем халăхăн пурнăç пахалăхне палăртаççĕ. Экологи лару-тăрăвĕ мĕн чухлĕ лайăхрах, унпа çыхăннă чирсем те сахалтарах. «Экологи» наци проектне шăпах тавралăха тасалăхра тытса çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ăна 2019 çулта РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе пурнăçа кĕртнĕ.

12«Экологи» наци проекчĕн ĕçĕ-хĕлĕ каяшсене вырнаçтарассипе, атмосферăна тухакан сиенлĕ япаласен калăпăшне чакарассипе, шывлă вырăнсене тасатассипе, вăрмансем лартса ÿстерессипе, хăйне евĕрлĕ флорăпа фаунăна упраса хăварассипе çыхăннă.

Асăннă наци проекчĕ ша­йĕнче Чăваш Республикинче «Атăла сыватасси», «Вăрмансене упраса хăварасси», «Таса çĕршыв», «Коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарас ĕçĕн комплекслă тытăмĕ», «Сайра шыв объекчĕсене упраса хă­варасси», «Таса шыв» проектсем пурнăçланаççĕ.

Çак проектсенчен 4-шĕн тĕл­левĕсене пурнăçлама Вăрмар муниципаллă округĕ те активлă хутшăнать. Ку вăл «Вăрмансене упраса хăварасси», «Таса çĕршыв», «Коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарас ĕçĕн комплекслă тытăмĕ», «Таса шыв» проектсем.

Вăрмансем — çĕр чăмăрĕн ÿпки

32023 çулта, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округра 1300 тĕп çамрăк хунав /чăрăш, хыр, çăка, кă­вак чăрăш/ лартса хăварнă. Ырă ĕçе 144 ытла çын хутшăннă. 2022 çулта лартса хăварнă çамрăк хунавсен шучĕ 5390 пулнă, 344 ытла çын ĕçленĕ. 2021 çулта йывăç лартма 80 ытла çын тухнă. Вĕсем 3100 тĕп çамрăк хунав лартса хăварнă. Палăртмалла, йывăç лартас ĕçе çулсеренех «Астăвăм сачĕ» акци шайĕнче, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă паттăрсене асăнса йĕркелеççĕ. Акă, кăçал кĕтеснерсем «Астă­вăм сачĕ» акцие хутшăнса 500 тĕп тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă.

Субботниксем пĕрлештереççĕ

Пурте пĕлетпĕр, Вăрмар округĕнче тăтăшах субботниксем те ирттереççĕ, ку вăл чăннипех те хамăр пурăнакан вырăншăн тăрăшакан çынсене пĕр чăмăра пухакан мероприяти. Унта халăх яланах йышлă хутшăнать, çамрăксем те, шкул ачисем те, ĕç коллективĕсем те айккинче юлмаççĕ.

2023 çулта Вăрмар округĕнче 116 субботник йĕркелесе ирттернĕ, унта 5 пине яхăн çын хутшăннă. 2022 çулта — 86, 2021 çулта — 72 субботник пулнă. Çулсеренех субботниксен вăхăтĕнче Аслă Оте­чественнăй вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă палăксен территорийĕсене, масарсене, халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тасатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Кăçал та Вăрмар ок­ругĕнче субботниксем чылай иртнĕ. Вĕсене активлă хутшăнакан­сен йышĕн­че — Вăрмар муниципаллă округĕнчи Çамрăксен парламенчĕн членĕсем. Сăмахран, апрель уйăхĕнче вĕсем Вăрмар поселокĕн­чи Культурăпа кану паркĕн, май уйăхĕнче Н.Зарубин урамĕнчи Çĕнтерÿ паркĕн территорийĕсене типĕ курăкпа йывăç турачĕсенчен, çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кĕртнĕ.

Çÿп-çапа — полигона

Вăрмар округĕнче коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтармалли ятарлă полигон пур. Унăн лаптăкĕ 3,32 гектарпа танлашать. Вăрмар округĕн­че коммуналлă хытă каяшсене, çÿп-çапа илсе тухса выр­наçтарассишĕн «Водоканал» тулли мар яваплă общест­во яваплă. Организаци поселокри, ялсенчи çÿп-çап контейнерĕсене пушатса çÿп-çапне хăйсен техникипе полигона ăсатать. Апла пулин те çынсем контейнерсем патне утса çитеймеççĕ, çÿп-çапа унта-кунта пăрахма именмеççĕ. Çавна май санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсем пулса каяççĕ. Вăрмар округĕнче ку пулăмпа кĕрешес ĕçе куçран вĕçертмеççĕ. Сăмахран, 2022 çулта Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче санкцилемен çÿп-çап вырăнĕнчен хăтăлнă. 2021 çулта Тикаш ял тăрăхĕн территорийĕнче кун пек 2 вырăн тупса палăртса вĕсене тĕп тунă.

Тавралăх таса пултăр

4Юханшывсен, кÿлĕсемпе пĕвесен çыранĕсене, шывлă вырăнсене çÿп-çапран тасатасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2023 çулта Вăрмар округĕнче ку ĕçе 316 çын хутшăннă. Вĕсем 13,21 км тăршшĕ çыран территорийĕсене тасатнă, пуçтарнă çÿп-çап калăпăшĕ 54,5 м3 пулнă.

2022 çулта 124 çын 9,3 км тăршшĕ территорие тасатса 1,2 м3 çÿп-çап пуçтарнă. 2021 çулта та сахал мар ĕçленĕ, 13,9 км тăршшĕ территорие тасалăхпа тивĕçтернĕ.

Шывлă вырăнсене тасалăхра тытнин пĕлтерĕшне Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи «Вăрман робинзонĕсем» шкул лесничествин членĕсем те лайăх ăнланаççĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем «Çăлкуçа тасат» акцие хутшăннă. Кружок руководителĕ Клавдия Николаева тата Тăвай лесничествин начальникĕ Юрий Емельянов ертсе пынипе ачасем вăрман çăлкуçне полиэтилен хутаçсенчен, пластик савăтсенчен, йывăç тураттисенчен тасатнă, çăлкуç çулне тасатса уçса янă.

«Çутçанталăк парнисемпе усă курнисĕр пуçне вĕсене упрама та пĕлмелле. Хамăршăн кăна мар, килес ăрусемшĕн те. Эпир пурăнакан вырăн, тавралăх таса та симĕс пултăр», — теççĕ ачасем.

Тĕллевсем анлă

uIMt7aQ jBI2025 çул тĕлне Вăрмар округĕнчи ял тăрăхĕсенче йывăç-курăк лартнă вырăнсен шутне татах ÿстерме палăртаççĕ. Çынсене экологи енчен лайăх условисемпе тивĕçтерес, халăхăн пурнăçĕпе сыв­лăхне сиен кÿме пултаракан пулăмсенчен хăтăлас, тавралăха упрас ĕç малалла тăсăлĕ. Тĕллевсем анлă, вĕсене пурнăçлассишĕн пурте пĕрле тăрăшсан ăнăçу пулатех.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика