Кăçалхи июнĕн 3-9-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртекен мероприятисен пĕлтерĕшĕ пирки ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова пĕлтерчĕ. Сăмахран, июнĕн 5-мĕшĕ — Эколог кунĕ. Çавна май республикăра экологи фестивалĕ йĕркеленĕ, июнĕн 5-8-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ, июнĕн 6-мĕшĕнче — Раççейре Александр Пушкин кунĕ иртнĕ. Çавна май Наци библиотекинче «Пирĕн сăмах» фестиваль йĕркеленĕ, июнĕн 8-мĕшĕ — социаллă ĕçчен кунĕ, çав кунах Чĕмпĕрте Акатуй иртĕ. Çавăн пекех асăннă кун Мускавра РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представительстви тăрăшнипе ятарлă çар операцинчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ яма хатĕрленеççĕ.

Канашлура Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтăва та пăхса тухрĕç. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта экономика форумĕ иртĕ. Ăна кăçалхипе 14-мĕш хут йĕркелĕç. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, форум вăхăтĕнче тĕрлĕ темăпа стратеги сессийĕ, дискуссисем, çавра сĕтелсем ирттерме палăртнă. Çавăн пекех «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав та ĕçлĕ. Вăл 31-мĕш хут иртĕ.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова уяв культура мероприятийĕсен тĕлĕшĕн­чен пуян пулмалли пирки каларĕ. Вĕсем регион, муниципалитет тата федераци шайĕсенче иртмелле. Сăмахран, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, «Руç ăстисем» конкурс, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, «Эпĕ — хĕрарăм» респуб­лика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ. «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале Раççейри 11 регионтан 200 çын, «Руç ăстисем» конкурса 15 регионтан 40 çын килессине пĕл­тернĕ те ĕнтĕ. Акатуй вара 10 регионти чăвашсене пуçтарĕ.

Тĕп хула та Республика кунне тăрăшсах хатĕрленет. Кун çинчен Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Доброхотов каласа кăтартрĕ. Хулара çине тăрсах тирпей-илем кĕртеççĕ. Унсăр пуçне микрорайонсенче, общество вырăнĕсенче, культура, вĕренÿ учрежденийĕсенче мероприятисем йĕркелеме палăртнă.

Валентина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика