еид2

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче черетлĕ хут Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: 1. Налук законодательствинчи улшăнусем çинчен; 2.«Укçа-тенкĕне нумай вăхăтлăха перекете памалли программа — тупăшлă тата шанчăклă» /Чăваш Республикинче пурăнакансен финанс пĕлÿлĕхне ÿстерессипе ĕçлекен Координаци канашĕн 2024 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн протоколĕнчи 3.8 пункчĕпе килĕшÿллĕн\. Тĕп ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне граждансене те харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç. Информушкăн членĕсем Чупай, Кивĕ Вăрмар, Шăхаль ялĕсенче пулчĕç. Кивĕ Вăрмар ялĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти уйрăмĕн управляющийĕ Алевтина Максимова, Вăрмарти газ участокĕн участок мастерĕ Сергей Никифоров ял округĕн депутачĕпе Сергей Федотовпа, Кивĕ Вăрмарти территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕпе Любовь Федоровăпа тĕл пулса ялти клубра маскировка сечĕсем çыхакансемпе, шкулта вĕрентекенсен коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика