photo 2024 09 24 13 05 03«Тăшман хамăр пата çитессе кĕтсе лармастăп вара», — икĕ çул каялла пирĕн ентеш — Çĕнĕ Шулханта çуралса ÿснĕ Михаил Сергеевич Андреев — çак сăмахсене каласа ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Салтакăн амăшĕ Светлана Михайловна палăртнă тăрăх, Михаил — тĕрĕслĕхшĕн çунакан вĕри чун-чĕреллĕ çын, хăйĕн умне тĕллев лартсан ăна пурнăçлатех. Çавăнпа ывăлĕн яваплă утăмне вăл та, ашшĕ Сергей Михайлович та ăнланса йышăннă.

Михаил 1989 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Ачаранах велоспорт еннелле туртăннă вăл, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çитĕнÿсем тунă. Сăмаха май, унăн аппăшĕ Вера Сергеевна — велоспорт енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ. Михаил вара пурнăçне спортпа çыхăнтарас темен, Мăнçырмари вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн, 2004-2007 çулсенче, Шупашкарти машинăсем тăвакан техникумра вĕренсе электромеханик специальноçне алла илнĕ. 2008-2009 çулсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа чугун çул çарĕсенче службăра пулнă. Тăван тăрăха таврăнсан çемьеленнĕ, мăшăрĕпе Елена Михайловнăпа Санкт-Петербург хулинче тĕпленнĕ. Икĕ хĕр çуралнă вĕсен: 2011 çулта — Александра, 2012 çулта — Анна.

Яланах тĕрлĕ техника еннелле туртăннăскер, Михаил ĕç кун-çулне те автоюсав ĕçĕпе çыхăнтарнă, ку енĕпе пысăк ăсталăхлă специалист. Михаила пĕлекенсем палăртнă тăрăх, аллисем унăн чăннипех те ылтăн.

2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Михаил ниепле те айккинче юлма пултарайман. Чăваш Республикин çар комиссариатне çул тытса контракт тунă та октябрĕн 17-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă, халĕ Чăваш полкĕнче гранатомет взводĕнче службăра тăрать. Унтанпа 2 çул çитсе пырать. Камшăн вăл нумай, камшăн сахал... Михаилшăн мĕнле-ши? Ăна вăл хăй кăна пĕлет. Çак вăхăт хушшинче Михаил ырă енĕсемпе, паттăрлăхпа, хăюлăхпа, çар задачисене, çар командованийĕ мĕн хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрнă. Тата, паллах, кăмăлланă ĕçе — тĕрлĕ техникăна пăхса тăрассине, юсассине — СВОра та хăй çине илнĕ вăл. Ахальтен мар наградисем те сумлă Михаил Сергеевичăн: Жуков тата Суворов медалĕсем, «Хăюлăхшăн», «Ятарлă çар операци­йĕн участникне» медальсем, çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвне те тивĕçнĕ вăл. Унсăр пуçне Михаила тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тата унăн пат­риотлăхне палăртса амăшĕпе ашшĕ ячĕпе Çĕнĕ Шулхана çар чаçĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ те çитнĕ.

Светлана Михайловнăпа Сергей Михайлович, паллах, ывăлĕшĕн пăшăрханаççĕ, хумханаççĕ. Унăн тата ытти ентеш-салтаксен СВОри пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе вĕсем СВО пуçланнăранпах волонтер ĕçне активлă кÿлĕн­нĕ. Апат-çимĕç продукцийĕпе те, техника валли запас пайсемпе те, ытти япаласемпе те пулăшу кÿреççĕ. Сергей Михайлович, акă, хăй те август уйăхĕнче аякри çула тухса Михаила курма кайса килнĕ. Çапла пулмасăр, пирĕн хÿтĕлевçĕсемшĕн тăван тăрăхран кÿрекен пулăшу, хавхалантару çав тери пĕлтерĕшлĕ. «Куллен чиркĕве çÿретпĕр, Дивеево мăнастирĕнче те пултăмăр. Турă Мишăна та, хамăрăн ытти салтаксене те пулăштăр, вăрçă пирĕннисен Çĕнтерĕвĕпе час­рах вĕçлентĕр тесе куллен кĕл тăватпăр», — тет Светлана Михайловна. Амăшĕпе ашшĕ те, мăшăрĕпе ачисем те Михаил киле таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика