Сĕнтĕрвăрринчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне ултавшăн айăпланă. Суд çирĕплетнĕ тăрăх, 2020 çулта директор пайта курас тĕллевпе хăйĕн пĕлĕшне ĕçе йышăнам пек тунă. «Электрик» учрежденире нимĕнле ĕç те пурнăçламаннине пĕлсе тăнă çĕртех ĕç вăхăтне шута илмелли табеле икĕ çул суя кăтартусем кĕртсе пынă. Çавна май чăннипе çук сотрудник ячĕпе ĕç укçи уйăрнă, пенси стажне шута илнĕ, Пенси фондне тÿлевсем куçарнă. Шалăва директор хăй илсе тăнă. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 180 пин тенкĕ вăрланă. Суд приговор палăртса ăна икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика