Суд умне каварлашнă ушкăн — 11 çын — тăрĕ. Вĕсене уйрăмах пысăк виçепе наркотик сутма тăнăшăн айăплаççĕ. Республика прокуратури айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ ĕнтĕ, уголовлă ĕçе тишкерме Шупашкарти Ленин райо­нĕн судне панă. Ушкăнри çынсем Уголовлă кодексăн наркотик суту-илĕвĕпе çыхăннă статйисемпе явап тытĕç.

Малтанхи следстви органĕсем уçăмлатнă тăрăх, 2020-2021 çулсенче çак ушкăн членĕсем республика территорийĕнче ятарласа хатĕрленĕ вăрттăн вырăнсене хурса наркотик сутнă. Клиентсемпе çыхăну тытма интернет сечĕпе усă курнă. Ушкăнра çирĕп иерар­хи пулнă, конспираци мелĕсемпе усă курнă. Кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçланă: курьер, фасовщик, наркотик турттаракан... Çав вăхăтрах вĕсем пĕр-пĕрне палламан, хутшăнăва мессенджерсем урлă йĕркеленĕ. Следстви вăхăтĕнче право хуралĕн органĕсем çак ушкăнран сутма хатĕрленĕ 1,5 килограма яхăн синтетика наркотикĕ туртса илнĕ — «наркăмăша» сутлăха кăларма паман.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика