SVOЯтарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнакан Дмитрий Николаевич Борисов тăван Вăрмар тăрăхне кĕске отпуска килмессерен кашнинчех округри шкулсенче вĕренекенсемпе ирттерекен тĕлпулусене хутшăнать. Хальхинче вăл Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн çул çитмен ачасен диагностикипе социаллă реабилитаци уйрăмĕн воспитанникĕсемпе тĕл пулса калаçнă.

Тĕлпулăва ачасене патриотла воспитани парассишĕн йĕркеленĕ. Ятарлă çар операцине икĕ çул ĕнтĕ хутшăнакан çынпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ачасем салтак каласа панине те итленĕ, хăйсем те тĕрлĕ ыйтусем панă. Вĕсене салтаксем ăçта пурăнни, мĕнпе апатланни интереслентернĕ, çар çыннисем ачасем яракан çырусене илсе вулаççĕ-ши тесе кăсăкланнă. Дмитрий Николаевич салтаксен пур­нăçĕпе паллаштарнă, тĕрлĕ историсем каласа панă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ачасем яракан çырусемпе ÿкерчĕксем вĕсем патне çитнине палăртса уншăн тав тунă. «Ачасен хавхалантаракан çырăвĕсем пирĕн кăмăла çĕклеççĕ, вăй кÿреççĕ», — тенĕ вăл.

Ачасем хăнана тимлĕ итленĕ, чăн-чăн паттăрсем пи­рĕн­пе юнашарах пурăннине, хăюлăх, харсăрлăх, Тăван çĕршыва юратни — ку вăл чăн-чăн пат­риотăн тата Раççей гражданинĕн паха енĕсем пулнине Дмитрий Николаевич тĕслĕхĕ çинче курса ĕненнĕ. Тĕлпулу асра юлтăр тесе салтака ÿкерчĕксем парнеленĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\.

Дмитрий Николаевич Борисов Аслă Чак ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, 6 ачаран вăл кĕçĕнни. Аслă Чак шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Салтак ячĕ тухсан 2009-2010 çулсенче Приморски крайĕнче зенитпа ракета дивизи­йĕнче сержант званинче службăра тăнă, отделени командирĕ, контрольпе тĕрĕслев расчечĕн аслă мастерĕ пулнă. Килне таврăнсан ĕçлеме пуçланă, унтан Кĕтеснер хĕрĕпе Анжела Олеговнăпа паллашса çемье çавăрнă. «Дима ман пиччепе юлташлă, пиччене салтака ăсатма пынă та вăл — çавăн чухне паллашса пĕр-пĕрне куç хыврăмăр», — каласа парать Анжела Олеговна. Халĕ çемьере икĕ ача çитĕнет — 6 çулти Полина тата 3 çулти Илья. Вăрмар поселокĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ Борисов­сем.

«Ятарлă çар операци­йĕ пуçлансан, мобилизаци пирки сăмах тухсан Дима çирĕппĕн: «Повестка килес пулсан — каятăп. Арçыннăн хăйĕн Тăван çĕр­шывне хÿтĕлемелле», — тесе каларĕ», — аса илет Анжела Олеговна. Çапла пулса тухнă та. 2022 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе Дмит­рий çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Халĕ вăл Чă­ваш полкĕн миномет батарейинче аслă сержант званийĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать.

«Çар служби пысăк йывăрлăхсемпе çыхăннă паллах, анчах Дима пире ун çинчен каласа памасть. «Çар вăрттăнлăхĕ», — тет. Вăл çирĕп кăмăллă, хăюллă, пуçне нихăçан та усмасть», — тет юратнă мăшăрĕ пирки Анжела Олеговна. Ахальтен мар ĕнтĕ Дмитрий Николаевича Жуков медалĕпе наградăланă. Унсăр пуçне вăл ЧР Пуçлăхĕн ятлă сехетне те тивĕçнĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика