«Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Енре 30 обществăлла вырăнтан 17-шне хăтлăлатса ĕçсене вĕçленĕ. Вĕсене пĕлтĕр иртнĕ Пĕтĕм Раççейри сасăлавра республикăра пурăнакансем суйланă пулнă.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев территорисене хăтлăлатас ыйтусене сÿтсе явма халăха активлă явăçтармаллине, вĕсен кăмăлне шута илмеллине палăртнă. «Çапла майпа эпир çынсем мĕн ыйтнине пурнăçлама пултаратпăр. Çынсем сасăлаççĕ кăна мар, вĕсем проекта пурнăçлас ĕçе тÿрремĕнех хутшăнаççĕ», — тенĕ вăл.

ЧР строительствăпа архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ — Чăваш Республикин тĕп архитекторĕ Павел Корнилов ĕçлĕ визитпа Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă тата Патăрьел округĕсенче пулса «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» федераллă проекчĕ шайĕнче территорисене хăтлăлатас ĕç мĕнле пынипе паллашнă.

Елчĕк салинчи Привокзальнăй урамĕнчи парк, акă, кăçал мероприятисем ирттермелли сценăпа тата çĕнĕ тротуарсемпе пуянланнă. Комсомольски салин тĕп пайне хăтлăлатассипе çыхăннă черетлĕ тап­хăр вĕçленсе пырать. Канаш урамĕнче çуран çынсем валли вырăн йĕркеленĕ, тăваткалланă чул сарнă, çутă хунарĕсемпе тивĕçтернĕ. Патăрьел округĕнчи Тутар Сăкăчĕ салинче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă салтаксене халалланă палăк çумĕнчи территори хăтлăланать. Кунта лăсăллă йывăçсем, тĕмсем лартса, клумбăсем вырнаçтарса Çĕнтерÿ скверĕ тăвĕç. Объектра тăваткалланă чул сарса тротуар тунă, территорие карталанă. Шăмăршă салин центрĕнче — Советски урамĕнче те территорие хăтлăлатас ĕç вĕçленсе пырать. Аса илтеретпĕр: Вăрмар округĕнче 2024 çулта хăтлăлатмалли объекта суйламалли Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлавра Мăнçырма ялĕнчи Раççей Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсене халалланă аллея çĕнтернĕ. Мăнçырмари территори пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра объект проектне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Кунта тăваткалланă чул сарса тротуар тăвĕç, палăксем, çутă хунарĕсем, саксем, чечеклĕхсем вырнаçтарĕç.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Последние комментарии

Яндекс.Метрика