Терроризма хирĕç кĕрешекен наци комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, интернетра фейк информаци ярса панă тĕслĕхсем нумайланнă. Интернетра çырнине пурне те ĕненмелле мар, питĕ тимлĕ те сыхă пулмалла. Енчен те хăрамалли çыру илсен, сехĕрленсе ÿксе ăна ыттисене ярса памалла мар. Информацие официаллă çăлкуçсенче тĕрĕслемелле. Информацинче терактсем пирки пĕлтерсен, мĕнле те пулин начар ĕç тума чĕнсе каласан, тÿрех 112 номерпе шăнкăравламалла.