DenisТăван çĕршывăн лăпкăлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн, ахаль çынсен мирлĕ пурнăçĕшĕн, çитĕнекен ăрăвăн телейлĕ пуласлăхĕшĕн кар тăнă кашни ентешĕмĕр — пирĕн мăнаçлăх, пирĕн мухтав. Вĕсен паттăр ĕçне тĕрлĕ хисеплĕ наградăсем тивĕçлипех çирĕплетеççĕ.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ Денис Евгеньевич Желтухин ятарлă çар операцине кăçалхи июнь уйăхĕнче контракт алă пусса тухса кайнă. Унтанпа вăхăт нумай та иртмен — Денис Евгеньевич «Хăюлăхшăн» /«За храбрость»/ II степеньлĕ медале тивĕçнĕ. Асăннă наградăпа Тăван çĕршывăмăра тата унăн патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе, халăхсем хушшинчи мирпа хăрушсăрлăхшăн тăрăшса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн чыслаççĕ.

Денис Желтухинăн ашшĕ Евгений Васильевич пĕл­­тернĕ тăрăх, ывăлĕ танк полкĕнче разведка ушкă­нĕнче сержант пулса службăра тăрать. «Денис СВОна чунĕ туртнипе, çĕршывăмăра хÿтлĕх кирлĕ чухне айккинче юлма пултарайманнипе кайнă. «Ачасене те пулăшу кирлĕ, каятăпах», — терĕ вăл ун чухне. Хĕрпе ывăл çитĕнеççĕ унăн, — каласа парать Евгений Васильевич. — Кăмăлĕпе Денис çирĕп, хăюллă, çивĕч. Пĕчĕккĕллех çăмăл атлетикăпа туслă пулнăран çакăн пек йăрă та вăр-вар пулĕ вăл. Ăна кирек мĕнле ĕçре те шанма пулать. Денис çар задачи­не пурнăçласа СВОра медале тивĕçнĕшĕн савăнатăп. Шел, мăшăрăм Людмила Петровна 2020 çулта çĕре кĕчĕ, ывăлăмăршăн иккĕн пĕрле савăнмаллаччĕ те ĕнтĕ...»

Денис Евгеньевич 1986 çулхи январĕн 10-мĕшĕн­че çуралнă. Икĕ ачаран вăл — кĕçĕнни. Кивĕ Вăрмарти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Салтак ячĕ тухсан Оренбург облаçĕнче миномет çарĕсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Тăван тăрăха таврăнсан малтанах чугун çул тытăмĕнче, унтан урăх ĕçсенче те вăй хунă. Халĕ, акă, СВОра. Палăртмалла, Денисăн аппăшĕн Генриеттăн ывăлĕ те ятарлă çар операцине хутшăнать. Çапла вара ывăлĕшĕн те, мăнукĕшĕн те хумханса пурăнать Евгений Васильевич. «Дениспа телефон урлă час-часах çыхăнăва тухатпăр. Хама шăнкăравлама хушмасть вăл, хăйех шăнкăравлать. Алă телефон еннелле туртăнать пулин те хама чаратăп. Тепĕр чух, заданине кайсан, темиçе кун та илтместĕп Денисăн сассине, ун чухне çав тери пăшăрханатăп. Вăл шăнкăравласанах лăштăр каятăп», — чунне уçса парать ашшĕ.

СВО пирĕннисен Çĕнтерĕвĕпе вĕçленессе, Денис часрах киле таврăнасса кĕтет Евгений Васильевич. Пулла çÿреме кăмăллаканскер, ывăлĕпе пĕрле вăлта йăтса пĕве хĕррине кайса ларма ĕмĕтленет. «Пирĕн халăх нихăçан та никама та парăнман. Хальхинче те тĕрĕслĕх пирĕн енче пуласса ĕненетĕп. Турă Раççей салтакĕсене пулăштăрах», — тет вăл.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика