Piner«Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» федераллă проекчĕ шайĕнче «Пуласлăха — билет» Пĕтĕм Раççейри профориентаци проекчĕ пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — 6-11 классенче вĕренекенсемпе, вĕсен туртăмĕсене, экономикăра мĕнле кадрсем кирлине, ĕç рынокĕнчи уйрăмлăхсене шута илсе, профориентаци ĕçне йĕркелесси.

«Пуласлăха – билет» Пĕтĕм Раç­çейри профориентаци проекчĕпе килĕшÿллĕн Пинер­ти пĕтĕ­мĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 8 тата 9 классенче вĕренекенсем иртнĕ кунсенче Шупашкарти «ТрансТехСтрой» тех­никума çитсе курчĕç. Кунта вĕ­сем хальхи саманара чи кирлĕ профессисемпе тĕплĕн паллашрĕç. Специалистсем çамрăк ăрăва çул-йĕре пахалăхлă сарма мĕн кирлине, кил-çуртра линолеум, паркет, ламинат тĕрĕс мĕн­ле сармаллине каласа пачĕç, кашни ĕçе пурнăçлама мĕнлерех хатĕрсемпе усă курнине ăнлантарчĕç. Асăннă техникумран вĕренсе тухакансем ĕç рынокĕнче яланах кирлине, çавăн пекех пысăк ĕç укçипе тивĕçтерекен организацисене ĕçе вырнаçма пултарнине палăртрĕç.

Лидия САПАРКИНА, Наталия ГУРЬЕВА, 8 тата 9 классен руководителĕсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика