Февралĕн 15-мĕшĕнче тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли тата Совет союзĕн çарĕсене Афганистан территорийĕнчен илсе тухнă кун.
Кăçал унтанпа 36 çул çитрĕ. Афган вăрçи совет халăхĕшĕн вунă çула тăсăлнă. Унта Вăрмар районĕнчен 200 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 8-шĕ çапăçу хирĕсенче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çамрăклах пуçĕсене хунă ентешсене асăнса Афган вăрçин ветеранĕсем кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче хуть те мĕнле çанталăкра та Вăрмар поселокĕнчи интернационалист-салтаксене халалласа лартнă палăк умĕнче, Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче пуçтарăнаççĕ, патриотизмпа Тăван çĕршыв умĕнчи яваплă тивĕç пирки калаçаççĕ. Афганистанра вилнĕ Вăрмар каччисен кашнин ячĕ палăк çинче, асра, вилĕмсĕр: Г.Н. Александров, Ю.Г. Иванов, Ю.Н. Семенов, М.П. Демидов, Р.Н. Петров, А.Н. Линга, Е.З. Александров, Н.А. Сергеев. Вĕсене халалласа лартнă палăк çинче вырăсла çакăн пек йĕркесем çырнă: «Как трудно умереть, чтобы остаться, остаться в наших душах навсегда...», ун хыççăн Афган вăрçине Вăрмар районĕнчен хутшăнса пуç хунă кашни салтакăн ячĕ. Вĕсене халалласа, пурин ячĕпе мар пулин те, пирĕн тăрăхра йăлана кĕнĕ мероприятисем кашни çулах йĕркелесе ирттереççĕ.
Митинга Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн представителĕсем, çар ĕçĕн ветеранĕсем, ятарлă çар операцийĕн участникĕсем, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта аслă классенче вĕренекенсем, преподавательсем хутшăнчĕç. Митинга Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов уçрĕ. Мероприяти участникĕсем умĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, Вăрмарти афганец-ветерансен канашĕн председателĕ Олег Кузьмин, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Егоров тухса калаçрĕç. Çапăçу хирĕсенче куçĕсене хупнă ентешсене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç, йăлана кĕнĕ йĕркепе палăк умне хĕрлĕ гвоздикăсем, симĕс чăрăш лăссисенчен тунă гирлянда хучĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА