qr40031836Вăрмар муниципаллă округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче тĕп темăсем çаксем пулчĕç: ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне 2025 çулта янă Çырăвĕ тата ЧР Министрсен Кабинечĕн 2024 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕ; Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне ирттересси.

Информушкăнсем Кавалти, Мăнçырмари, Кĕлкешри территори пайĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Мăнçырмари территори пайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти уйрăмĕн управляющийĕ Алевтина Максимова, Вăрмарти газ участокĕн мастерĕ Сергей Никифоров пулчĕç. Вĕсене Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕ Николай Николаев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ Геннадий Васильев, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей кĕтсе илчĕç.

Ĕçлĕ тĕлпулу шкулта иртрĕ. Пухăннисен умĕнче тухса калаçнă май, информушкăн членĕсем ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне 2025 çулта янă Çырăвĕнче мĕнпур отрасле шута илнине палăрт­рĕç. Пуçарулăх бюджечĕн программи пирки те сăмах хускатрĕç, асăннă программăпа мăнçырмасем хастар ĕçленине палăртса мухтарĕç.

Кăçал Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ пулнă май Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене тата ыттисене те патшалăх уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма, социаллă пулăшу кÿме палăртнă. Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕсем те параççĕ. Мăнçырма ял тăрăхĕнче те тыл ĕçченĕсене çак медальпе чыслас ĕçе пуçăннă.

Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей СВО темипе калаçрĕ. Салтаксене тыл пулăшăвĕ çав тери кирлине палăртрĕ, пурне те окоп çуртисем тăвас, маскировка сеткисем çыхас ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕ. Сăмахран, Мăнçырма шкулĕнче маскировка сеткисем çыхмалли вырăн йĕркеленĕ. Педагогсем те, вĕрентекенсем те ырă ĕçе активлă хутшăнаççĕ.

Ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç Пĕрлехи информаци кунĕнче.

Ирина ДАНИЛОВА

Сăн ÿкерчĕксемпе QR-кодпа кĕрсе паллашма пулать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика