1MJE6g6XwYYqCkFa93FoSHFxoAoAulcTЧăваш Республикин 2024-2025 сезонри футзал енĕпе мала тухмалли ăмăртăвĕсен финалти юлашки турĕнче иккĕмĕш дивизион­ра «Вăрмар» ФК» команда Çĕнĕ Шупашкарти «Кăйкăр» ФК» командăпа тĕл пулнă.

Пĕрремĕш тайм вăрмарсемпе çĕншупашкарсем хушшинче 0:2 шутпа вĕçленнĕ. Паллах, ку пирĕннисене тивĕçтермен. Çавăнпа вĕсем хăйсене алла илсе иккĕмĕш таймра 8 гол тапса кĕртнĕ. Çапла вара «Вăрмар» ФК» команда 8:2 шутпа çĕнтерсе Чăваш Республикин чемпионĕ пулса тăнă.

Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята «Вăрмар» ФК» командăри Павел Теплов, вăлах команда тренерĕ, тивĕçнĕ. «Чи лайăх вăйăçă» ята «Вăрмар» ФК» командăри Евгений Петрова панă.

Çавăн пекех Николай Николаева та палăртмалла. Вăл футзал енĕпе мала тухмалли ăмăртусене хутшăнса мечĕке пурĕ 14 хут тапса кĕртнĕ. Александр Титов вара мечĕке 12 хут тапса кĕртнĕ. Çапла вĕсем ăмăртусен иккĕмĕш тата тăваттăмĕш бомбардирĕсем пулса тăнă.

Команда тренерĕсем Павел Теплов тата Денис Пет­ров, çавăн пекех команда руководителĕ Сергей Лушин çак пысăк çĕнтерÿ ячĕпе саламлă сăмахсене тивĕç. Малашне те ентешĕмĕрсем ăнăçусем тă­васса шанатпăр. Пурне те футболла выляма, футбол вăййипе туслашма чĕнсе калатпăр!

Павел ТЕПЛОВ, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн футбол уйрăмĕн тренерĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика