Çак кунсенче Вăрмар поселокĕнчи культура çуртĕнче «Ырă ĕç туса пурăн» /«Живи и дари ДОБРО»\ ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Ăна Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ строительстви валли укçа-тенкĕ пуçтарас тесе йĕркеленĕ.
Мĕн ĕмĕртен пирĕн ентешсем çăмăл мар вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Хальхинче те çынсем концерта йышлăн пухăнса хăйсен ыркăмăллăхне, пĕр тĕллевлĕ пулнине çирĕплетсе пачĕç. Культура çурчĕн залĕ лăк тулли пулчĕ, хушма вырăнсем те йĕркелеме тиврĕ. Пурĕ 300 билет сутнă. Палăртмалла, концерт курма вăрмарсем кăна мар, ытти çĕртен те çынсем сахал мар килнĕ.
Концерт пуçланиччен халăх умĕнче Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ настоятелĕ Елисей Илларионов иерей сăмах илчĕ. Ыркăмăллăх ĕçне хутшăннăшăн, чиркÿ строительствине пулăшу кÿнĕшĕн пурне те тав сăмахĕ каларĕ. Çавăн пекех пухăннисем чиркÿ строительствин тапхăрĕсемпе паллаштаракан презентацие курма пултарчĕç.
Мероприятие Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта математика вĕрентекен Татьяна Шмелева тата хастар çамрăк Константин Спиридонов ертсе пычĕç. Çак кун сцена çине «Степ» хореографи коллективĕ, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулăн вĕренекенĕсем, Эльвира Захарова, Светланăпа Юрий Николаевсем, Александр Кузьмин, Мария Карпова тухса хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Концерт 2 сехете яхăн тăсăлчĕ.
Ыркăмăллăх концертне лартса паракансене те, ăна курма килнĕ çынсене те тав тума сăмах та çитмест. Ырă ĕç туни кашнин патнех ырăпа таврăнтăр. Пурте пĕрле пĕр чăмăра пухăнни, кашни хăй пултарнă таран тÿпе хывни Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркĕвĕн строительствине тĕрĕс-тĕкел тата кĕске вăхăтра вĕçлеме пулăшĕ тесе шанатпăр.
Валерий ПЕТРОВ, Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркĕвĕн строительствине йĕркелесе пыракан пуçаруллă ушкăнăн председателĕ