4f003616c8184bf4a70ea0332e6e7aa2

Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» IV фестивальпе килĕшÿллĕн Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе хăмла ĕрчетес индустрие аталантарассине халалланă канашлу иртнĕ. Роскачество, бизнес, ăслăлăх тата отрасль организацийĕсен представителĕсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Оксана Лут палăртнă тăрăх, Чăваш Ен хăмла туса илессипе лидер шутланать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăмла отраслĕ Чăваш Ен культурин наци пуянлăхĕ тата пĕр пайĕ пулнине палăртнă, регионта хăмла туса илессине çĕнĕрен чĕртсе яни пĕлтерĕшлине палăртнă. «Сăра вĕретесси Чăваш Еншĕн отрасль кăна мар, халăхăн культурипе пурнăçĕн уйрăлми пайĕ. Чăваш Ен хăйне евĕрлĕ производствăна, кадрсемпе компетенцисене упраса хăварма пултарнă, паян та хăмла туса илессине çĕнĕрен чĕртесси пирки калама пулать. Пирĕн хăмла ÿстерес енĕпе технологи циклĕ тулли. Технологисене анлăлатма, лабораторипе фитосанитари пулăшăвĕпе тивĕçтерме, ĕçтешсене пулăшма тата рынока наци продукчĕ тавра пĕрлештерме хатĕр», - тесе палăртнă Олег Николаев.

Чăваш Республикинче хăмла ĕрчетес ĕçе аталантармалли Стратеги пирки доклад тунă май Сергей Артамонов премь­ер-министр отрасле малалла аталантарма регионăн мĕнпур кирлĕ ресурссем пуррине палăртнă.

РФ Ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут сăра тăвакан компанисен индустри валли чĕр­тавар базине аталантарас ĕçе хастар хутшăнмаллине каланă. Хăй енчен Ял хуçалăх министерстви сектора малалла ÿсме кирлĕ условисем туса пама тата бизнеса пур енлĕн пулăшма, патшалăх пулăшă­вĕн мерисене те кĕртме пăрахмĕ.

Канашлура хамăр çĕршыври сăрана сарассине тата Рос­качествăран «Раççей сăри» стандарта туса хатĕрлессине сÿтсе явнă.

Чăваш Енре çавăн пекех вырăнти продукцин «Пехет» пĕрремĕш агромаркечĕ уçăлнă. Хăйне евĕр лаптăк ĕçĕпе РФ Ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут паллашнă. Кунта Чă­ваш Енĕн предпринимателĕсем хăйсен продукци ассортименчĕпе паллаштарнă, ăна тутанса пăхма сĕннĕ. Тăватă пин тăваткал метр ытла лаптăк­ра 76 суту-илÿ точки вырнаçнă, унта чăваш производителĕсен 50 ытла таварне туянма пулать. Туризм отраслĕшĕн те «Пехет» кăсăклă. Площадкăра Чăваш Ен наци стилĕпе тум, халăх ремесленникĕсенчен алăпа ăсталанă сувенирсем туянма пулать.

«Пехет» агромаркет – Чă­ваш Республикин Правительствипе «Чăваш халăх фермерĕ» ассоциаци пĕрлехи вăйпа пурнăçланă хăйне евĕрлĕ проект. Ăна йĕркелесе эпир хамăр фермерсене пулăшма, чăваш çĕрĕн, унăн çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕтĕм пуянлăхĕпе майĕсене кăтартма тăрăшрăмăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика