photo 2025 07 17 14 17 31

Тин кăна çурхи ака-суха кампанийĕ пуçланнăччĕ пек, календарьте акă, июль вĕçĕ. Округри хуçалăхсенче вырма пуçланчĕ, хĕрсе кайса хĕллене валли выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пырать. Выльăх апачĕн пахалăхĕнчен, ăна еплерех хатĕрленинчен пĕтĕмĕшле выльăха хĕл каçарасси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отраслĕн аталанăвĕ килет.

«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче сенаж хатĕрлесе пĕтерчĕç. Пĕтĕмпе 3 пин тонна сенаж хурса хăварнă. 250 гектар çинче çитĕннĕ люцернăран хатĕрленĕ хĕлле валли çак паха çимĕçе. Ку ĕçе йĕркелесе ирттерме хуçалăхра 7 техника единицине явăçтарнă. Каярах вара, вăхăт çитсесссĕн, татах куккурусран силос хатĕрлемелле пулĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика