d1Иртнĕ кунсенче Вăрмар округĕнчи Культура çуртĕнче «Пулăшу десанчĕ» ĕçлерĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕç специалистсем, консультацисем пачĕç. Социаллă пулăшу, вĕрентÿ, ĕçпе тивĕçтересси, пурăнмалли çурт-йĕр, медицина, юридици пулăшăвĕ, çар комиссариачĕ, пурăнмалли çурт-йĕр, тирпей-илем кĕртесси — пурнăçри пур сферăна ты пырса тивекен ыйтусене йышăнчĕç çар операцине хутшăнакансенчен, вĕсен çемйисенчен.

Çак ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Мирлĕ пурнăç патне – утăм» /«Шаг в мирную жизнь»/ социаллă проект шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Ку проект рес­публикăри пур муниципалитетсенче те пурнăçланать. Унăн тĕп тĕллевĕ — СВО участникĕсене пур енлĕн мирлĕ пурнăçа хăнăхтарасси. «Мирлĕ пурнăç патне – утăм» проект шайĕнче округсене тухса çÿрекен «Пулăшу десанчĕ» ятарлă ушкăнсем йĕркеленĕ. Муниципалитетсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çем­йисене адреслă пулăшу кÿрес ĕçе Ĕçпе тивĕçтерекен, халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрсен специалисчĕсене, Чăваш Енри юстици ĕçĕсен патшалăх службин, Чăваш Республикин юрис­чĕсен Ассоциацийĕн, Нотариаллă палатăн представителĕсене, Социаллă фондăн, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» регионти уйрăмĕн сотрудникĕсене явăçтарнă.

d2Акă Кавал ялĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакан Алексей Леонидович Терентьев та /сăн ÿкерчĕкре\, тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕскер, специалистсен йышăнăвне ял халăхне хумхантаракан ыйтупа çитрĕ. Кавал ялне пырса кĕнĕ вырăнта чарăну вырăнĕ кирлĕ. Алексей Леонидовичăн ыйтăвне ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин специалисчĕ йышăнса юлчĕ.

«Мирлĕ пурнăç патне — утăм» проект ку ахаль пуçарулăх кăна мар, ку вăл пирĕн çĕршыва хÿтĕленĕ çынсене чăн пулăшу кÿресси, вĕсене тав туса хисеп­ленине кăтартасси.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика