— Картина галерейине çеç мар, вăхăт юлсан Кремле те кĕрсе тухăпăр, — хĕрĕн кăмăлĕ çĕкленнине курса тата ытларах хавхалантарма тăрăшрĕ амăшĕ.
Кремлĕ Таньăна архитектуришĕн илĕртсен кăна-ха, ăна курасси пирки ĕмĕтленмест вăл. Владимир Маковский художникăн тĕнчипе паллă галерейăри «Аслатирен таракан ачасем» картинине çывăхран сăнасшăн. Класс ертÿçи Мускавсем онлайн мелпе ирттернĕ курава хутшăнтарсан Таньăна шăпах çав картина тыткăна илнĕччĕ. Кайран вăл ăна интернетра шыраса тупса чылайччен сăнаса ларнăччĕ. Анчах учитель: «Художник ÿкернĕ картина хут çинчи е телефон экранĕнчи сăн ÿкерчĕкрен самай хăватлăрах», — тенĕрен чăн-чăннине курасшăн…
…Ахаль те канлĕн çывăрайман Таня йĕнĕ-йынăшнă сасăпа вăранса кайрĕ. Аллинчи смарт-сехетне çутса пăхрĕ: çур çĕр иртнĕ кăна-ха. Тимлĕн итлесе выртрĕ. Амăшĕ йĕрет иккен, ашшĕ ăна тем каласа лăплантарать пек. Анчах вĕсем мĕн пирки сăмах вакланине ăнланма çук — нимех те илтĕнмест. Таня тăрса ашшĕпе амăшĕн çывăрмалли пÿлĕмĕн алăкĕ патне пычĕ.
— Пĕртен-пĕр хĕрĕмĕрсĕр тăрса юлсан мĕн тăвăпăр? Ахаль те ăна çирĕм тăххăрта кăна çуратрăм. Мĕншĕн шăпах пирĕн курмалла-ха çак нушана? Мĕн-ма Таньăн ракпа чирлемелле пулчĕ? — уççăнах илтрĕ хĕрача. Унăн ал вăйĕ пĕтсе килчĕ, куçĕнче çап-çутă тумламсем капланчĕç. Вăл пĕрех тутине пăчăртарĕ те сасă кăлармасăр утса кравачĕ çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, питне хăй ыталаса çывăракан çемçе теттепе хупларĕ.
— Эпĕ часах вилетĕп, — терĕ шăппăн.
Ватăлса суккăрланнă, курпунланса кукăрăлнă çыннăн та вилĕм пирки шухăшласан чÿнĕ сÿлетсе илет те, вун виççĕри хĕрачан хăйне мĕнле майпа алла илмелле, кăмăлне епле хытармалла? Таня класри ачасене куçĕ умне кăларчĕ. Мĕн тери пуçтаххисем пур вĕсен йышĕнче — хăшне-пĕрне вĕрентекенсем те чарса пĕтереймеççĕ. Вейп сывлаççĕ, пĕрмай энергетик ĕçеççĕ, усал сăмахсемпе перкелешеççĕ, учительсемпе урокрах тавлашса каяççĕ. Юри тарăхтараççĕ те, лешĕсем ятлама тытăнсан систермесĕр видео ÿкереççĕ. Мĕншĕн çавăн пеккисенчен пĕри мар, шăпах вăл чирлерĕ-ха?.. Шухăшла-шухăшла хĕрачана пуçĕ тата ытларах канăçсăрлантарма тытăнчĕ.
Чим-ха, сас-чÿ лăпланнă — ашшĕпе амăшĕ çывăрса кайнă пулмалла. Таня ерипен тăчĕ те зала тухрĕ, чÿречерен кĕрекен хунар çутипе амăшĕн майра сумкинчен хăйĕн медицина карттине кăларчĕ. Пичетлесе çыпăçтарнă юлашки страницăна шыраса тупрĕ, вуларĕ. Алли чĕтрерĕ, куçĕ шывланчĕ пулин те мĕн çырнине вăл лайăхах курчĕ: «Диагноз: саркома. Виççĕмĕш тапхăр». Умĕнче — тем пысăкăш ыйту палли. Çавăнтах интернета кĕрсе чир пирки вуларĕ. Хăрушă пулса кайрĕ ăна. Хăйне ухмаха кăларакан хивре сюжетлă кинофильмри пек туйрĕ. «Тен, тухтăрсем йăнăшнă? Тен, манăн чире урăх çыннăннипе пăтраштарнă?» — вуланине йышăнасшăн пулмарĕ Таня.
Чÿрече янахĕ çине хăпарса ларчĕ, икĕ аллипе чĕркуççийĕсене çупăрларĕ. Мăкăлĕсене курчĕ те ĕсĕклесех йĕме тытăнчĕ. Килтисем илтесрен шикленсе макăрнăран пырсăр йытă уланă евĕр тухрĕ унăн сасси. Куляну, тарăху, çилĕ пĕрлешрĕç. Çак виçĕ туйăм ÿте-чуна пĕр харăс кĕрсен чăтма питĕ йывăр. Хунар çутипе урамалла пăхрĕ хĕрача — çÿллĕ мар. Кантăка ерипен уçрĕ те умри пахчана вăшт сикрĕ. Чÿречене хăй хыççăн хупса алли чĕтрекен пуличчен йĕчĕ. Унтан смартфонĕнчен социаллă тетелти хăйĕн страницине кĕчĕ те çĕнĕ пост çырса хучĕ: «Пĕлетĕр-и: манăн пурăнас килет…»
…Мускав. Николай Блохин ячĕллĕ онкологи центрĕ. Çирĕм виçĕ хутлă питĕ капмар çурт.
Дмитрий МОИСЕЕВ
