rabШăхальти территори пайне 2 ял кĕрет: Шăхаль тата Кĕçĕн Шăхаль. Шăхаль ялĕ — районти чи ватă ялсенчен пĕри. Вăл мĕнле пулса кайни тата унăн ячĕ пирки тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен калаççĕ.

Авалхи легенда тăрăх, Сарапай ятлă пĕр ватă пуян чăваш хăйĕн 3 кинне 3 çăлкуç патне шыва янă. Пĕр çăлкуçĕн шывĕ тутлăрах пулнă. Унтан вăкăрсене кăларса янă, вĕсем те çав çăлкуçри шыва ĕçсе унта канма выртнă. Сарапай çав тĕлте пÿрт лартнă, çапла Шăхаль ялĕ пулса кайнă, çăлкуçне вара паянхи кунчченех Сарапай теççĕ. «Шăхаль» топонима хăш-пĕр тĕпчевçĕсем Шахъ Али патша ячĕпе çыхăнтараççĕ, Шăхаль ялĕ Пăлхар патшалăхĕн вăхăтĕнче пулса кайнă теççĕ.

Паянхи кун тĕлне Шăхаль тата Кĕçĕн Шăхаль ялĕсенче 472 кил хуçалăхĕ шутланса тăрать, вĕсенче 618 çын пурăнать. Шăхальте Святой Петрпа Павел Апостолсем ячĕллĕ чиркÿ, шкул тата ун çумĕнче ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, библиотека, уйрăм çынсен лавккисем, Вăрмарти ветстанцин филиалĕ ĕçлеççĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕш­лĕ çĕрсемпе туллин усă кураççĕ шăхальсем. «Иваншкин В.Я.», «Трофимов В.В.», «Тапинов М.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ ял хуçалăх культурисем акса туса илеççĕ. Сăмаха май, «Шигали» — Вăрмар округĕнчи пĕртен-пĕр ял хуçалăх производство кооперативĕ, вăл ял тăрăхĕнче пурăнакансене те ĕçпе тивĕçтерет. «Константинова Г.В.» уйрăм çын предприниматель выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Çĕре тара илсе ĕçлекенсем те пур.

Шăхальти территори пайĕн ĕçĕ-хĕлне 5 çул ĕнтĕ Александр Михайлович Горбунов йĕркелесе тытса пырать. Унпа пĕрле пĕлтĕртенпе Марина Валерьевна Матвеева ĕçлет. Александр Михайлович ĕçченлĕхпе, яваплăхпа палăрса тăрать, территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. «Пирĕн ĕçре чи пĕлтерĕшли — çынсене пурăнма хăтлă условисемпе тивĕçтересси. Патшалăх программисемпе усă курса ял тăрăхĕнче тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Халăхĕ те активлă пирĕн, ĕçсене пурте пĕрле кар тăрса туххăмрах пурнăçлатпăр. Ял старостисем — Шăхаль ялĕнче Валерий Анатов, Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче Ольга Быстрова — хăйсем те хастар, халăха та пĕр чăмăра пухма пĕлеççĕ», — тет Александр Михайлович.

Патшалăх программисем тенĕрен, шăхальсем пуçарулăх бюджечĕн программипе çулсеренех усă курма тăрăшаççĕ. Асăннă программа шайĕнче 2020 çулта Шăхальти масар территорине хăтлăлатнă тата ял варринче ача-пăча площадки туса лартнă. 2021 çулта Ленин урамĕнчен Шарпаш юханшывĕ урлă Житница урамне каçакан кĕпере тĕпрен юсанă, тимĕртен çĕнĕ кĕпер хывнă. Ĕçсен хакĕ 299990 тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех Мостовая урамĕнчи çăлкуç вырăнне юсаса йĕркене кĕртнĕ: çăлкуçа юшкăнран тасатнă, пурине, таканине, виттине улăштарнă, тимĕр карта тытнă. Ĕçсене пурнăçлама 199998 тенкĕ тăкакланă.

2022 çулта Шăхальти Ю.Ива­нов урамĕнчи кивĕ тарасана хуп­ласа ун çумĕнче çĕнĕ тараса чавнă, пурĕ 156308 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. 2023 çулта Ленин урамĕнчен Шарпаш урлă Мос­товая урамне каçмалли кĕпере 590080 тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Кивĕ кĕпере сÿтнĕ, çĕрнĕ йывăçа тимĕрпе улăштарнă, бетонпа хытарнă, çĕнĕ çирĕп кĕпер тунă. Çавăн пекех Шăхаль ялĕнчен Тикаш ялĕ еннелле тухса каякан çула тимлĕхсĕр хăварман. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме чăнкă тăвайккине сĕвеклетнĕ, çула сарлакарах тунă, вак чул сарса якатнă, 299000 тенкĕ тăкакланă. Ку ĕçе Юрий Павлов пуçарнипе, халăхпа пĕрле шухăшласа йышăннипе пурнăçланă. 2024 çулта ăна малалла тăсасшăн. Çавăн пекех çитес тапхăрта пуçарулăх бюджечĕн программи ша­йĕнче Анаткасри /Шăхаль ялĕ виçĕ каса пайланать: Анаткас, Турикас, Тинклер\ çăлкуçа хăтлăлатасшăн, Чапаев урамĕнчи шыв пăрăхĕсене улăштарасшăн, мĕншĕн тесен халăха таса шывпа тивĕçтересси малти вырăнта.

Ытти программăсемпе те анлă усă кураççĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче. Шыв пирки сăмах пуçларăмăр пулсан, акă, «Таса шыв» федераллă проект шайĕнче 2023 çулта Шăхальти 3 шыв башнине 5581600 тенкĕлĕх тĕпрен юсанă, насуссене улăштарнă, территорине карталанă.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕн­че 2022 çулта Шăхальте çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Халĕ Шăхаль тата Кĕçĕн Шăхаль ялĕсенче пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе хăтлă условисенче тивĕçтереççĕ. ФАП территорине хăтлăлатма Шăхальти территори пайĕ чылай вăй хунă: шыв, газ кĕртнĕ, канализаци чавнă, хÿме тыт­нă, плиткăсем сарнă тата ытти те.

Çулсене те йĕркере тытса тăма тăрăшаççĕ. 2021 çулта Ю.Иванов, Николаев тата Мостовая урамĕсенчи, 2022 çулта Чапаев тата Зарубин урамĕсенчи, 2023 çулта Нагорная тата Комаров урамĕсенчи çулсене вак чул сарса якатнă. 2024 çулта Яковлев урамĕнчи çула вак чул сарма палăртнă. Хĕллехи вăхăтра вара ял тăрăхĕнчи çулсене Владимир Яковлевич Иваншкинпа килĕшÿ туса тасатса тăраççĕ. Ытти ĕçсене те куçран вĕçертмеççĕ, ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕр­тессипе тăрăшаççĕ: çул хĕррисене тасатаççĕ, ватă йывăçсене касаççĕ, экологи субботникĕсем ирттереççĕ тата ытти те.

Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

 

Михаил ТАПИНОВ, хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ:

«Ял пурнăçĕ çĕр ĕçĕсĕр епле-ха пултăр? Эпĕ пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Паллах, пирĕн ĕçри ăнăçулăх ытларах хамăр мĕнле тăрăшнинчен килет, анчах ытти самантсене те шута илмелле, сăмахран, çанталăк ура ан хутăр тесе кашни ĕççинчех пăшăрханатпăр. Тавах, патшалăх аграрисене пулăшса пырать, субсидисемпе тивĕçтерет, тĕрлĕ программăсемпе усă курма майсем туса парать. Ку вăл малалла та ĕçлеме хавхалантарать.

Çавăн пекех ялта пĕр-пĕрне пулăшса пурăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ялта ĕç нумай, пĕр-пĕччен çеç аякка каяймастăн. Шăхальсем çакна лайăх ăнланаççĕ, ахальтен мар ял тăрăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсенче пурте тенĕ пек хастар».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика