IMG 4018

Энĕшпуç, Энĕшпуç станцийĕ, Атайкасси, Хуруй

Энĕшпуç ялне çил-тăман хыççăн тепĕр кунне çул тытнă май: «Çулсем мĕнле-ши? Чипер çитсе килесчĕ», — текен шухăш канăçсăрлантарчĕ, анчах кăлăхах иккен. Ял еннелле каякан çул та аванах, ял хушшинче те яп-яка, икĕ автомашина хире-хирĕç пулсан чăрмавсăрах иртсе кайма пултараççĕ. Ку вăл Энĕшпуç ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлне тытса пыракансем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетекен пĕрремĕш кăтарту пулчĕ пирĕншĕн. Ытти енĕпе те Энĕшпуç ял тăрăхĕ ырă тĕслĕхлĕ.

«Хĕлле çулсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси пирĕншĕн малти вырăнта. Ку енĕпе ял тăрăхĕнче пурăнакансем пулăшаççĕ. В.Сергеев, А.Николаев, Н.Григорьев, С.Васильев, В.Алек­сеев хăйсен техникипе тухса çулсене тасатма яланах хатĕр, тавах вĕсене», — терĕ Энĕш­пуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Олег Анатольевич Иванов. Вăл хăйĕн должноçне çулталăка яхăн йышăнса тăрать. Унччен маларах та 13 çул Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн­че тăрăшнă, ĕç опычĕ сахал мар. Унпа пĕрле Лидия Юрьевна Михайлова тĕп специалист-эксперт тата Елена Николаевна Иванова ертсе пыракан специалист-эксперт ĕçлеççĕ.

Энĕшпуç ял тăрăхне 3 ял — Энĕшпуç, Атайкасси, Хуруй, çавăн пекех Энĕшпуç станцийĕ кĕрет. Вĕсенче 841 кил хуçалăхĕ шутланса тăрать, 1287 çын пурăнать.

Энĕшпуç ялĕ — ял тăрăхĕн центрĕ. Кунта чиркÿ, вăтам шкул тата ун çумĕнче ача сачĕ, культура çурчĕ, библиотека, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн уйрăм посчĕ, Вăрмар райповĕн лавкки, уйрăм çынсен 3 лавкки, çĕвĕ цехĕ хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ. Энĕшпуç станцийĕ хăйĕн пирки хăйех калать — кунта чукун çул станцийĕ вырнаçнă. Хуруйĕнче библиотека ĕçлет.

«Энĕшпуçĕнчи çĕвĕ цехне Павловсен çемйи тытса тăрать. Кунта футболкăсем çĕлеççĕ, хатĕр тавар çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене ăсанать. Ялта çакăн пек цех ĕçлени вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерме май парать. Ĕç условийĕсем аван кунта, çĕвĕçĕсем кăмăллă», — пĕлтерчĕ Олег Анатольевич. 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн уйрăм посчĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ. «Кунта пурĕ 8 çын ĕçлет, вĕсем черетленсе дежурствăра тăраççĕ. Пушар деповĕнче 2 пушар машини яланах хатĕр тăрать», — терĕ вăл.

Энĕшпуç ял тăрăхĕнче уйрăм çын предпринимательсем те, ял хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекенсем те чылай. Пурнăçне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнисем хушшинче «Иванова О.А.», «Иванов В.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕсене палăртмалла. Н.П.Григорьев, акă, çĕре тара илсе ĕçлет, Т.Н.Сарапаева выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Выльăх-чĕрлĕх тенĕрен, паянхи кун тĕлне Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 160 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 95 пуç ĕне тытаççĕ.

Ял тăрăхĕн аталанăвĕ патшалăх программисемпе мĕнле усă курса ĕçленинчен сахал мар килет. Юлашки вăхăтра çĕршывĕпех активлă усă куракан пуçарулăх бюджечĕн программи энĕшпуçсемшĕн те ют мар. 2021 çулта асăннă программа шайĕнче Энĕшпуç ялĕнчи Полевая урамĕнче 3 тараса чавнă. Арман кĕперне юсанă. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 295 509,60 тенкĕ тăкакланă, çав шутра 31 000 тенкине халăх пуçтарса панă.

2022 çулта Энĕшпуçĕнчи Николаев урамĕнчи шыв пăрăхĕсен сетьне 300 метр тăршшĕ юсанă, Молодежная урамĕнче çăлкуç патне каçмалли кĕпере юсаса çĕнетнĕ, çавăн пекех Овражная урамĕнче çăлкуç çуртне те юсанă. Пурĕ 664 142 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă, çав шутран 265 180 тенкине халăх пуçтарса панă тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрнă.

2023 çулта Энĕшпуçĕнчи Советская урамĕнчи пĕвене тасатнă. 140 182 тенкĕ тăкакланă, çав шутран 56 072 тенкине халăх пуçтарса панă тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрнă.

Автомобиль çулĕсене юсасси пысăк тимлĕх­ре. 2021 çулта Энĕшпуçĕнчи Новая, Центральная, Васильев урамĕсенчи, Первомайски тăкăрлăкĕнчи, Энĕшпуç станцийĕнчи Заводская, Кирпичная урамĕсенчи, Атайкассинчи Центральная урамĕнчи çул-йĕре пурĕ 1 429 864 тенкĕлĕх вак чул сарса юсанă. Çавăн пекех Кирпичная, Центральная, Чакинская урамсенче шăтăк-путăка сапланă.

2022 çулта автомобиль çулĕсене юсама 2 690 711 тенкĕ тăкакланă. Энĕшпуçĕнчи Молодежная, Овражная, Николаев урамсенче, Советская тата Совхозная урамсене çыхăнтаракан тăкăрлăкра, Энĕшпуç станцийĕнчи Кирпичная, Хуруй ялĕнчи Лесная урамсенче çул-йĕре вак чул сарса хытарнă.

2023 çулта çулсене 2 690 714 тенкĕлĕх юсанă. Энĕшпуçĕнчи Васильев, Полевая, Цент­ральная, Овражная урамсенчи, Энĕшпуç станцийĕнчи Лесная, Заводская урамсенчи, Хуруй ялĕнчи Водопроводная урамĕнчи çул-йĕре вак чул сарнă.

Халăха таса шывпа тивĕçтерессине те куçран вĕçертмеççĕ. Ял тăрăхĕнчи шыв пăрăхĕсене çулсеренех юсаса тăраççĕ. Ял тăрăхĕнче пурĕ 5 шыв башни. 2021 çулта Энĕшпуçĕнче шыв башнине тĕпрен юсанă: çĕнĕ башня ларт­нă, унăн ĕçне йĕркелемелли пÿлĕм тунă. Пурĕ 1 018 714, 65 тенкĕ тăкакланă.

Урамсене çутăпа тивĕçтерес ĕçе пурнăçлама вара 2022 çулта та, 2023 çулта та 170 000 тенкĕ уйăрнă.

2021 çула Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă май çав çул Энĕшпуçĕнче Хусан хÿтĕлев чиккине чавакансен ĕç паттăрлăхне асăнса тата сума суса стела туса лартнă. Сăмаха май, ял тăрăхĕнчи палăксене тирпейлĕ тытаççĕ, çулсерен юсаса çĕнетеççĕ, территорине тасатаççĕ.

2023 çулта ял тăрăхĕнчи 1 çемье «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программа шайĕнче пурăнмалли кил-çурт хăпартма е туянма социаллă пулăшу илме ирĕк паракан сертификата тивĕçнĕ. Çавăн пекех 1 çемье çăмăллăхлă ипотекăпа усă курма ирĕк паракан сертификат илнĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕн модернизацийĕ» регионти проекчĕ шайĕнче 2023 çулта Энĕшпуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн строительстви пуçланнă. Хальхи вăхăтра ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Энĕшпуçсем çитес вăхăтсенче медицина учрежденийĕ хăйĕн алăкĕсене уçасса кĕтеççĕ.

2024 çулхи ĕç планĕсем пирки калас пулсан, Энĕшпуçĕнчи Первомайски тăкăрлăкĕнчи, Первомайски урамĕнчи, Энĕшпуç станцийĕнчи Заводская, Кипричная урамсенчи, Хуруйĕнчи Центральная, Нижняя урамсенчи çулсене юсасшăн. Пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕнчи масар патне каякан çула тата масар çурчĕ çумĕнчи лаптăка вак чул сарса юсама палăртнă. Энĕшпуç станцийĕнче тата Хуруй ялĕнче тарасасем чавасшăн. Ытти ĕçсем те тимлĕхре.

 

krikovИван КРИКОВ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, Энĕшпуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, Энĕшпуç шкулĕ çумĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕн руководителĕ:

«Энĕшпуç ял тăрăхĕ хăйĕн историйĕпе тата çыннисемпе мăнаçланма пултарать. Пирĕн ял тăрăхĕнчен паллă çынсем, вăрçă паттăрĕсем сахал мар тухнă. Вĕсен пархатарлă ĕçне асра хăварас, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе йĕркеленĕ те çак музее. Вăл округра кăна мар, республикипех паллă. Пурне те музейри экспонатсемпе паллашма йыхравлатпăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика