Тем те куртăм пурнăçра

ФедороваШăхаль ялĕнче пурăнакан Евгения Федоровна Федоровăна /Голубевăна\ шăпа вăрăм ĕмĕр пилленĕ, мартăн 16-мĕшĕнче 95 çул тултарать вăл.

«Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ Евгень аппан пурнăçĕ çăмăл пулман. Аслă Отечественнăй вăрçă пуç­лансан 16 çулта кăна пулнă вăл. Вут-çулăмлă çулсем вăхăтĕнче ыттисем пекех тар тăкнă. Малтанах Шупашкарта чукун çул тунă çĕрте вăй хунă, унтан Владимир облаçĕнче торф кăларнă. Шăннă та пулĕ, выçăллă-тутăллă та çÿренĕ, ан­чах ÿпкелешмен, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн шăла çырт­са чăтнă. Вăрçă хыççăн килне таврăннă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра тăрăшнă — тырă вырнă, нумай çул хăмла çитĕнтернĕ çĕрте, колхоз пахчинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, нимĕнле ĕçе те тиркесе тăман. Вăхăт никама та шеллемест. Çулсем иртнĕçемĕн сывлăхĕ хавшанă ĕнтĕ Евгень аппан. Хăйĕн çемйи пулманран ват çын кÿршĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă. Светлана Алексеевнăпа Николай Владимирович Черновсем тăван амăшне пăхнă пек пăхаççĕ ăна.

Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитсе пынă ятпа иртнĕ кунсенче Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Гор­бунов Евгень аппана юби­лейлă медальпе чысларĕ. Çав тери пысăк парне пулчĕ вăл вăрçă нушине тÿснĕ хĕра­рăмшăн. Асаплă çулсене аса илсе пулĕ чылайччен шухăша кайса, кăкăрĕ çине çакнă медале аллипе тытса ларчĕ вăл. «95 çул тултаратăп ĕнтĕ. Темĕн те куртăм пурнăçра, анчах вăрçăран хă­рушши нимĕн те çук», — терĕ вăл куççульне шăлса. 95 çул — сумлă юбилей. Евгения Федоровнăна ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Иртнине асра тытмасăр пуласлăх çук

«Иртнине асра тытмасăр пуласлăх çук», — теççĕ. Энĕшпуç ял тăрăхĕнче çак каларăша тĕпе хурса чылай ĕçсем тăваççĕ. Акă çак кунсенче кунта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене халалласа астăвăм хăмисем уçассипе иккĕмĕш хут акци ирттерчĕç. Унччен маларах энĕшпуçсем çакăн пек акцине февраль уйăхĕнче ирттернĕ, ун чухне 19 астăвăм хăми уçнă.

099Мероприятине Энĕшпуçĕн­чи вут-çулăмпа кĕрешекенсен Канашĕн членĕсем тата унăн председателĕ В.Нягин /вă­лах акцине йĕркелекенĕ\, РФ МЧС-ĕн ветеранĕсен Чăваш Республикинчи Канашĕн представителĕсем, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, Энĕш­пуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Пет­ров, Энĕшпуç шкулĕн директорĕ А.Яковлев тата кунти коллектив, шкулти çамрăк армеецсем, çамрăк пушарниксен дружинин членĕсем, вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсен тăва­нĕсем, ял халăхĕ хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем шкул умĕнче пухăнчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçăн хăрушă çулĕсем вăхăтĕнче тăван халăхăмăр тÿснĕ йывăрлăхсене, çапăçу хирĕсенче пуçĕсе­не хунă паттăрсене, вăрçă хыç­çăн Тăван çĕршыва çĕнĕрен ура çине тăратассипе ырми-канми ĕçленĕ ентешĕмĕрсене аса илчĕç, вĕсене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç. Ялти активистсем ветерансен юхăмне аталантарас, çамрăксене патриотизмла вос­питани парас ĕçсемшĕн грамотăсемпе тав çырăвĕсене тивĕçрĕç, шкулта вăй хуракан хĕрарăмсем Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе парнесем илчĕç. Пухăннисем СССР халăх вĕрентеке­нĕ, вăрçă участникĕ Б.Макшанцев тата РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ А.Макшанцева ячĕсемпе уçнă астă­вăм хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ми­тинг хыççăн пухăннисем çула тухрĕç, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене халалласа торжествăлла лару-тăрура астăвăм хăмисем уçрĕç. Хисеп­лĕ делегацине астăвăм хăми уçма палăртнă кашни кил умĕнче унта пурăннă мухтавлă ентешĕмĕрсен тăванĕсем кĕтсе илчĕç.

Асаилÿсем, тав сăмахĕсем сахал мар пулчĕç çав кун, тепĕр 24 астăвăм хăми уçрĕç ун чухне.

Тăван ене манмастăп

/Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн кун-çулĕпе В.Цыфаркин таврапĕлÿçĕ паллаштарать/.

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 16-мĕш номерте/.

Сывлăхне пĕлес тесе, Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитессипе саламлас тĕллевпех Анатолий Ивановича чăрмантарас терĕм. Вăл телефонне тÿрех тытрĕ. «Чупайсем хĕрÿллĕ салам пĕлтереççĕ!» - тесен, вăл хĕпĕртесе кайнине сассинченех чухларăм.

— Эпĕ халĕ хваттертен ытлах тухса çÿреместĕп — куç йăвашланчĕ, начар куратăп. 5-мĕш гимназипе çыхăнăва татман, вĕсем ман кун-çулпа интересленсех тăраççĕ. Чупайсем Алексей Тимофеев /«Мехзавод» инвесторĕ\ кĕркелесе тухать, вăл кунтах, аякрах мар, пĕр поселокра пурăнать. Çамрăкскер çул çÿреме пултарать, тăван тăрăхра час-часах пулать, çавăнпа Чупай хыпарĕсене ун урлă пĕлсе тăратăп. Тав ăна мана, ват çынна, манманшăн.

Эпĕ кăçал март уйăхĕн 2-мĕшĕнче 98 çул тултартăм. Тăван ялтан аякра пулин те Чупайсене манмастăп. Хам шкул­та вĕреннине, малтан уйрăм çынсен çурчĕсенче пуçламăш, 1931 çулта ял пуçĕнче шкул çурчĕсене хăпартса ларт­сан, çичĕ çуллăх пĕлÿ илнине хальхи пекех астăватăп. Çиччĕмĕш­сем икĕ класчĕ, пĕринче паттисем вĕренетчĕç, тепринче — эпир, чупайсем. 1920-1922 çулсенче çуралнисемччĕ.

tavХамăн вăрăм ĕмĕрĕмре ăç­та кăна пулман эпĕ. Ăçта пулсан та ял урамĕсемпе чупса çÿ­ренине, пĕрле ÿссе çитĕннĕ тантăшăмсене куç умне кăлараттăм. Юлташ-тантăшсем çак тĕнчере çук ĕнтĕ, пирĕн ăру çине ытла та капашсăр йывăрлăх тухса тăчĕ вĕт. Çитĕнсе те çитеймерĕмĕр — вăрçă пуçланчĕ. Тантăшăмсем пурте тенĕ пе­кех урнă тăшманпа çапăçма тухса кайрĕç, шел, чылайă­шĕ тăван яла çаврăнса çитеймерĕ. Таврăннисем фронтра «туяннă» чир-чĕре пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Тен, çавăнпа пуль, ачалăхри кунăмсем пĕртте асăмран тухмаççĕ...

Вăрçă пуçлансан эпĕ те салтак тумĕ тăхăннă, артиллерист пулса çапăçнă. Вăрçă пĕтсен те çартах юлтăм. Чылай вăхăт Бакура хĕсметре тăтăм, Мускав облаçĕнчи Теперка ялĕ çывăхĕнче тÿпене сыхлакан ракетчиксен йышĕн­че тă­тăм, унтанах канăва тухрăм. Тăван тăрăхра, хамăн ĕçĕме кура, сайра-хутра пĕрре кăна пулайнă. Тăван кил-çурт пулнă вырăнта йăмăкăм Валентина Ивановна мăшăрĕпе Георгий Васильевичпа кирпĕч çурт хăпартса лартнă, хальхи вăхăтра ăна вĕсен хĕрĕ Ирина пăхса тăрать. Вăл та мана чупайсенчен пĕрмаях хĕрÿллĕ салам пĕлтерет.

Анатолий Иванович кала­çăвĕнчен тĕлĕнсе кăна тă­ра­тăп. Астăвăмĕ те çирĕп, сасси те янăравлă. Нумай çул çар хĕсметĕнче тăрса полковник ятне тивĕçнĕ вăл, фронт­ри паттăрлăхшăн илнĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсем çумне тепĕр икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăр­çин 1-мĕш степень орденĕ тата ытти наградăсем хушăннă ун. Çар хĕсмечĕ çирĕп кăмăллă пулма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистенĕ. Çавăнпа ĕнтĕ яланах обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Çынпа тĕл пулса калаçма ухутаскер, хăй патне шăнкăравлаканпа, хăй патне пырас текенпе яланах кăмăллă пуплет. Мана вăл питех пĕлмест пулин те, пурпĕрех калаçма хавас пулчĕ.

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика