IMG 6718

Паян Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă Вăрмар поселокĕнчи шкулти вĕрентекенсемпе кунтан вĕренсе тухнисене асăнса лартнă палăк умĕнче кашни çулах пулакан торжествăлла мероприяти иртрĕ. Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç. Çавăн пекех педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Михайловна Чернова та палăк умне тухса алла указка вырăнне хĕç-пăшал тытма тивнĕ педагогсен, малалла вĕренме шутланă Вăрмарти шкултан вĕренсе тухнă выпускниксен ĕмĕчĕсем пĕр шелсĕр татăлни пирки каларĕ, Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ. Яваплă çынсем, шкул ачисем, вĕрентекенсем, ача сачĕсен ĕçченĕсем пире Çĕнтерÿ парнеленĕ паттăрсене, ветерансене чысласа пурте асăну палăкĕ умĕне чечексем хучĕç.

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика