Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе хисеплесе лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Ăна Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов уçрĕ, Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ. Умлă-хыçлă Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăрарĕç, митинга пуçтарăннă темиçе ăрăвăн чĕрисенче паттăрлăх туйăмĕсене вăратса мăнаçлăх çуратрĕç. Пухăннисем умĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн Президенчĕ Иван Аверьянов, Вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен Чăваш Республикинчи обществăлла организацин председателĕ Генрих Васильев, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев сăмах тухса каларĕç. «Çĕнтерÿ тылра туптанать. Пурте пĕрле пулсан Çĕнтерÿ пирĕн енче пулатех», - терĕ Василий Шигильдеев паянхи кун пыракан ятарлă çар операцийĕ пирки, çăмăл мар вăхăтра пĕрлĕхре пулмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн Федор Ларионовăн кĕçĕн мăнукне Тимур Батракова кашни çулах курма хăнăхнă митинга хутшăнакансем. Кăçал та вăл йăлана пăсмарĕ, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сăвăпа тухрĕ. Çавăн пекех Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 11 В класра вĕренекен Артем Петров та Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе тыткăнлакан сăмахсем каларĕ.
Хăрушă та тискер вăрçă кунĕсем çултан-çул хыçа юлса пыраççĕ пирĕнтен. Пирĕн паянхи тивĕç — вăрçăра кăтартнă паттăрлăха асра тытса паянхи ăрăва Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма вĕрентесси. Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене чыс та мухтав! Вăрçă паттăрĕсене чысласа Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне гирляндăсем, чечек кăшăлĕсем, чечексем хучĕç.
Юлашкинчен пурте пĕрле палăк умĕнче сăн ÿкерĕнчĕç.
http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-rsen-c-vil-ms-r-chap-pe-khisep-m-re#sigProIdf7fbcb2498