Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнчи «Астăвăм» торжествăлла мероприяти хыççăн тĕп площадьре çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 79 çул çитнине халалласа, вăрçă тата тыл паттăрĕсене асăнса округри шкулсенче, кадет класĕсенче ăс пухакансем — лайăх паллăсемпе вĕренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç, юрăсем шăрантарса, ялавсем çĕклесе ушкăнăн-ушкăнăн утрĕç. Капăр тумланнă вĕсем, утти çирĕп, сасси уçă — çамрăк ăрăва патриотла тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерни куçкĕрет. Куракансем, çар тумĕ тăхăннă яваплă çынсем, ветерансем, тыл ĕçченĕсем вĕсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе, вĕсемпе мăнаçланса тăчĕç. Параппанçă-хĕрсен ташши, кадет класĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ парада татах пуянлатрĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çамрăк армеецсене тав турĕ, малашне те патриотла туйăмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ паттăрсене яланах асра тыма сунчĕ.
Отрядсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç, кашни отряда дипломсемпе чысларĕç, никама та уйăрса хăвармарĕç.
Çамрăк армеецсен парачĕ хыççăн вара мероприятие пухăннисем валли уяв концерчĕ пуçланчĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k-armeetssen-parach-irtr#sigProIdb097f5ec34