Çулсерен майăн 28-мĕшĕнче Раççейре Пограничник кунне паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Вăрмар поселокĕнче салтак-пограничниксене халалласа лартнă палăк умĕнче торжествăлла митинг пулчĕ. Унта Совет Союзĕн тата Раççейĕн чиккисенче тĕрлĕ çулсенче хуралта тăнă пограничниксем хутшăнчĕç.
Пухăннисене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар районĕнчи пограничниксен пĕрлĕхĕн председателĕ Герман Боредский, Вăрмарти территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Виссарионов, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ Михаил Пуклаков тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç. Пирĕн ентешĕмĕрсем, çав шутра пограничниксем те, салтак тивĕçне яланах çÿллĕ шайра пурнăçланине каласа вĕсене тав турĕç. Чăн-чăн пограничник пулма пысăк яваплăх, хăюлăх, харсăрлăх кирлине палăртрĕç. Вăрмар районĕнчи пограничниксен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлне уйрăмах активлă хутшăнакансене Тав çырăвĕсемпе, медальсемпе наградăларĕç.
Чикĕ хуралçин тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунă салтаксене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ, унтан пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем пырса хучĕç.
http://gazeta1931.ru/urmary/12013-pogranichniksem-yalan-strojra#sigProId0ad7e54194