IMG 8852

Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çак шкул выпускникĕн — çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Александр Николаевич Николаев аслă лейтенантăн ятне парассипе торжествăлла мероприяти иртрĕ.

Унта Александр Николаевăн амăшĕпе ашшĕ — Галина Николаевнăпа Николай Нефалимович, тăванĕсем, юлташĕсем, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн руководителĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Степанов, РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин Чикĕ хуралĕн Управленийĕн сотрудникĕ Виталий Рупышев, РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕн заместителĕ Сергей Баранов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн регионти филиалĕн руководителĕ Елена Зайцева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, ЧР Пуçлăхĕн коррупцие хирĕç кĕрешекен Управленийĕн начальникĕ Петр Куприн, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Александр Николаевич Николаев 1999 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ. 2015 çулта Кĕтеснер шкулне «5» паллăсемпе пĕтерсе малалла Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 2017 çулта РФ наци гвардийĕн Пермь хулинчи çар институтне вĕренме кĕнĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 2021 çултанпа Выборг хулинчи мобильлĕ ĕçсен подразделенийĕсенче службăра пулнă, «аслă лейтенант» званине тивĕçнĕ. 2023 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче ăна Брянск облаçĕн чиккисен çумне янă. Августăн 22-мĕшĕнче Раççей территорине вăрттăн кĕме тытăннă тăшмансене хирĕç тăрса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Раççей чиккисене хÿтĕлесе пуçне хунă офицера РФ Президенчĕн В.Путинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Яваплă çынсем Александр Николаев çинчен ырă сăмахсем нумай каларĕç, вăл çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн патриотлăх тĕслĕхĕ пулнине палăртрĕç. Пирĕн ентешĕмĕрĕн паттăр ĕçĕ нихăçан та манăçмĕ.

Мероприятинче РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ Александр Николаевич Николаев ячĕпе астăвăм хăми те уçрĕç. Ăна уçма А.Н.Николаевăн пĕртăванĕ Алексей Николаевич тата хресна ывăлĕ Кирилл тивĕçрĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика