IMG 1970

Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ «Наци кросĕ» чупу кунне Вăрмар муниципаллă округĕ яланхи пекех кăçал та активлă хутшăнчĕ. Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртнĕ спорт мероприятине халăх унчченхи çулсенчен те йышлă пухăнчĕ.
Сывă пурнăç йĕркипе туслă çынсене - ачасемпе çамрăксене, ĕç коллективĕсене, спорт ветеранĕсене - Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн пĕрремĕш заместителĕ Николай Павлов, заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов, культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Сергей Архипов, ăмăртусен тĕп судйи Александр Ноздрин спорт уявĕ ячĕпе саламласа ăмăртусенче ăнăçу сунчĕç. Унтан ГТО нормативĕсене пурнăçланă ачасене ГТО паллисемпе наградăларĕç. Надежда Давыдова ертсе пыракан фитнес-студин воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Чи малтан массăллă чупу пулчĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнса стадион тавра тулли кăмăлпа пĕр çаврăм чупрĕç. Яваплă должноçсенче ĕçлекенсем VIP-чупăва тухса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Вĕсем хыççăн старта чи пĕчĕккисем тухрĕç. Унтан шкул ачисем, çитĕннĕ çынсем, ветерансем те хăйсен спортри пултарулăхне тĕрĕслерĕç.
Ăмăртусене хутшăннă чи кĕçĕн спортсменсем Мирослава Ионова тата Михаил Савельев пулчĕç. Чи асли - 85 çулхи Владимир Лирзай (Кавал).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.
Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул волонтерĕсем спортсменсене тутлă чейпе сăйларĕç. Медицина ĕçченĕ спортсменсене тимлесех тăчĕ. Полици сотрудникĕсем йĕркене сыхларĕç. 

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика