04Вăрмар район çыннисем пулас сĕт-çу заводĕнче çĕнĕ производствăсем хута ярасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Лайăх хыпарсем пур. Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров кунта Вăрмарти газлă минераллă шывăн тĕрĕслесе пăхмалли производствăн пĕрремĕш партине ĕçлеттерсе янине хăйсен куçĕсемпе курма пултарчĕç. Ĕçмелли алкогольсĕр шывсем туса кăларакан лини çинче оборудование йăлтах вырнаçтарнă. Çак кунах кунта Вăрмар лимонадне те туса кăларса тĕрĕслесе пăхнă. Дмитрий Геннадьевич минераллă шыва тутанса пăхнă, çĕнĕ продукцине пысăк хак панă.

«Кĕçех район çыннисем те, республикăра пурăнакансем те минераллă шыва тутанса пăхма пултарасса шанатăп», – палăртнă Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Ива­нов.

03Çĕнĕ объектра пулнă май, паллах, пурне те кăсăклантаракан тĕп ыйтăва тапратмасăр май килмен. Ку вăл — сĕт-çу заводне хута ярасси.

02«Малтанах сĕт-çу завод­не сентябрь уйăхĕнче хута яма палăртнă пулнă. Анчах та пирĕнтен хамăртан килмен йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Санкцисене пула таварсемпе тивĕçтерекенсем ют çĕршыв­ран кÿрсе килекен оборудование вăхăтра илсе çитереймерĕç. Çавăнпа та çĕнĕ объекта ĕçлеттерсе ярассине каярах вăхăта хăварма тивнĕ», - каласа панă «Зеленая долина» апат-çимĕç тирпейлекен снабженипе суту тăвакан ял хуçалăх потребительсен коопе­ративĕн председателĕ Сергей Вячеславович Михайлов. «Хальхи вăхăтра мĕнпур оборудование кÿрсе килнĕ, объектра вырнаçтарнă, ĕçе хута ямалли мероприятисене ирттермелле. Анчах та çакăн валли те вăхăт кирлĕ. Пур япала та эпир пултарас тенĕ пек пулса пымасть çав. Ку пирĕншĕн çĕнĕ производство, хамăрăн йăнăшсем çинче вĕренсе пыратпăр. Епле пулин те чи йывăрри хыçра тесе шутлатăп, çĕнĕ çул пуçланас умĕн хамăр мĕн палăртнине пурнăçлама тăрăшатпăр, район çыннисем валли хăйне майлă парне туса парăпăр», - пĕтĕмлетнĕ Сергей Вячеславович.

01Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул пурлăхпа техника базине аталантарма «Зеленая долина» ял хуçалăх потребительсен кооперативне сĕте тирпейлемелли производствăна хута яма 38 миллион тенкĕлĕх грант пулăшăвĕ панă. «Зеленая долина» кооператив 2020 çулхи март уйăхĕнче регистрациленнĕ. Грант пулăшăвĕ­пе, хăйсен укçи-тенкипе кооператив малтанхи Вăрмарти çăкăр завочĕн мĕнпур пурлăхне 5,9 миллион тенкĕлĕх туяннă. Производство пÿлĕмĕсене пурне те тĕп­рен юсанă, сĕте хамăр районти, ытти районсенчи фермерсенчен туянма палăртнă. Малтанлăха 15-20 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн. Объект­ри ĕçсене кăçалхи февраль уйăхĕнче пуçланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Ива­нов кунти ĕçсемпе тăтăшах паллашсах, «Зелена долина» кооперативăн председателĕпе С.Михайловпа çыхăну тытсах тăрать.

Ĕç калăпăшĕ пысăк. Çуртăн тăррине улăштарнă, çĕнĕ чÿрече блокĕсем лартнă. Шалти ĕçсене тĕпрен юсанă: урайне сарнă, стенасене тимĕр проф­листасем çыпăçтарнă, тÿпесене тÿрлетсе якатнă, латекслă сăрăпа сăрланă. Тулти стенасене çиелтен тимĕр сайдинг çапса тухнă. Электричество сечĕсене монтаж тунă. Ĕçсене Шупашкарти «СУ-21» тулли мар яваплă общество подрядлă организаци пурнăçланă. Подрядчик юсава тивĕçлĕ тунă темелле. «Ĕçсене пур нормативсене пăхăнса завод ăнăçлă ĕçлетĕр тесе пурнăçларăмăр. Производствăра кирлĕ пÿлĕмсене те йăлтах пăхса хăварнă: сĕт-çу цехĕ, хатĕр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечĕ тата ытти пÿлĕмсем. Кунта ĕçлекен рабочисем валли те условисем хатĕрпе пĕрех. Çав шутра хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм, душ кĕмелли», - ăнлантарнă Сергей Вячеславович. Предприниматель хатĕр продукцие туса кăларас ыйтăва хускатнă. Тĕрлĕрен сĕт продукцийĕ туса кăларнисĕр пуçне мороженăй производствин линине хута ярасси çинчен ĕмĕтленнине пĕлтернĕ. Вăрмарти сĕт-çу завочĕ ĕçлесе каясса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

«Грантсем пурнăçланаççĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика