Общепит Скворцова

Предприяти ĕçĕ-хĕлĕн ăнăçăвĕ унта вăй хуракан çынсенчен сахал мар килет. Çемье династийĕсене уйрăммăн палăртмалла, вĕсенче ĕç опычĕ, ăсталăх, хăнăхусем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ. Вăрмар районĕнчи потребительсен кооперацийĕн тытăмĕнче те ĕç династийĕсем пур, ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе ачисем те райпона ĕçлеме килеççĕ, çапла ăру хыççăн ăру улшăнса пырать.

Вăрмар райповĕн тытăмĕнчи «Общепит» тулли мар яваплă обществăн техник-технологĕ Татьяна Сергеевна Скворцова (сăн ÿкерчĕк çинче) — шăпах çакăн пек династи представителĕ. Унăн кукамăшĕ Раиса Викторовна Васильева потребительсен кооперацийĕнче 26 çул ĕçленĕ, обществăлла апатлану предприятийĕсен пĕрлешĕвĕн çăнăхпа кондитер цехĕнче кондитер пулнă. Амăшĕ Галина Андреевна Михайлова пурнăçĕн 38 çулне потребкооперацине халалланă — товаровед, суту-илÿ пайĕн начальникĕ, аслă менеджер пулса ĕçленĕ. Асламăшĕ Алевтина Кузьминична Михайлова 26 çул ытла райпо склачĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Ашшĕ те, Сергей Николаевич Михайлов, Вăрмар райповĕнче сварщикре, унтан автогаражра хуралçăра ĕçленĕ.

Татьяна Сергеевнăн «Общепит» тулли мар яваплă обществăри ĕç стажĕ вара 16 çулпа танлашать. Вăл 1987 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче çуралнă. Шупашкарти коопераци техникумне пĕтернĕ, Санкт-Петербургри экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. «Общепитра» техник-технологра 2009 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен вăй хурать.

Пуçаруллă, тÿрĕ кăмăллă, яваплă работник пулнăран, хăйĕн профессине юратнăран ĕçĕ ăнăçса пырать Татьяна Сергеевнăн. «Вăл обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлне, производство процесне алăри пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Кашни саманта тарăннăн тишкерет тата тимлесе тăрать, ку е вăл çитменлĕх тупсан ăна пĕтерессишĕн тăрăшать, çавна май таварçаврăнăш калăпăшĕ, хамăрăн продукци производстви, предприяти ĕçĕ-хĕлĕн эффективлăхĕ ÿсеççĕ», — тет ун пирки Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Аркадьевна Сейфуллина.

Республика, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ проектсемпе мероприятисем иртеççĕ пулсан — Татьяна Сергеевна унта яланах хутшăнать. Акă, тĕслĕхрен, «Чăваш Ен техĕмĕсем» («Вкусы Чувашии») гастрономи фестивальне, Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх шкул столовăйĕ» конкурса, «Тараватлă Чăваш Ен» гастрономи фестивальне хутшăнма тивĕçнĕ вăл.

Коллективăн обществăлла пурнăçĕнче те активлăхпа палăрса тăрать Татьяна Сергеевна. Культурăпа массăллă мероприятисене продукципе тивĕçтерме хутшăнать, субботниксенчен нихăçан та айккинче юлмасть. Çавăн пекех ăна «Общепитăн» пуçламăш профсоюз организацийĕн председателĕн тивĕçĕсене те шанса панă.

Ырă енĕсене, ĕçченлĕхне кура тăрăшуллă техник-технолога тĕрлĕ наградăсемпе пĕрре кăна мар наградăланă. Çав шутра Вăрмар райповĕн, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн, Чăвашпотребсоюзăн, Центросоюзăн Хисеп грамотисемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн, РФ Патшалăх Думин депутачĕн А.Г. Аксаковăн Тав хучĕсемпе чысланă, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çинче пулма та тивĕçнĕ вăл.

Ĕçре те ĕлкĕрсе пырать Татьяна Сергеевна, çемье ăшшине те тытса пырать. Мăшăрĕпе Николай Александровичпа туслăн, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Хĕрĕ Полина 8-мĕш класра вĕренет, ывăлĕ Рома — 3-мĕш класра. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси юратакан амăшĕшĕн малти вырăнта.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика