«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче Канаш муниципаллă округĕнче коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтаракан çĕнĕ комплекса ĕçлеттерсе янă.
Комплекс коммуналлă хытă каяшсене Канаш округĕнчен йышăнма тытăннă. Çитес вăхăтсенче Çĕрпÿ тата Красноармейски муниципаллă округĕсенчен те коммуналлă хытă каяшсене унта ăсатма пуçлаççĕ. Унччен çак округсенчи каяшсене тÿрех çÿп-çап полигонне тиесе кайнă пулнă. Çапла майпа объект республикăра пуçтарăнакан каяшсен 10 процентне вырнаçтарма пулăшĕ.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Çÿп-çапа вырнаçтарас сфера ĕçĕ-хĕлне пахалăхлă йĕркелесе республикăра пурăнакансен кăмăлне туллин тивĕçтермелле».
Коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтаракан, 500 млн тенкĕ тăракан çĕнĕ комплекса кĕске вăхăтра хута янă. Комплекс çулталăкне 30 пин тонна коммуналлă хытă каяшсене сортировка тума пултарать, усăллă фракцисене — пластике, кантăка, хутсене, металсене — малашне çĕнĕрен усă курма уйăрса хăварать.
Чăваш Республикинче çÿп-çапа сортировка тăвакан комплекса ĕçлеттерсе яни РФ Президенчĕ лартнă наци тĕллевĕсене — 2030 çул тĕлне коммуналă хытă каяшсене 100 проценчĕпех сортировка тумаллине тата полигона ăсатакан каяшсене чакармаллине — пурнăçлама май паракан пĕлтерĕшлĕ утăм.
Асăннă проект экологи лару-тăрăвне лайăхлатĕ, çĕнĕ 40 ĕç вырăнĕ йĕркелеме, çавна май муниципалитета аталантарма пулăшĕ. 2026 çулта Патăрьел тата Муркаш муниципаллă округĕсенче те çÿп-çапа сортировка тăвакан икĕ комплекс хута яма планланă.
