Шкул хаçачĕ кăларас ĕçри опыт ачасене пуласлăхра та кирлĕ пулать тесе çырнăччĕ «Паллашар-и? Эп юнкор» проектăн пĕрремĕш кăларăмĕнче. Журналистсен халăхсем хушшинчи Ассоциацийĕн членĕ, РФ çамрăк журналисчĕсен Лигин тата «Юнпресс» Агентствăн координаторĕ, çамрăксен киностудийĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен «Волжские встречи — 32» халăхсем хушшинчи фестивалĕн организаторĕ Евгений Николаевич Суховей та çак сăмахсен тĕрĕслĕхне палăртса калать.
Иртнĕ кунсенче Евгений Николаевич пирĕн тăрăхра пулса районти шкул хаçачĕсен çамрăк корреспонденчĕсемпе тата вĕсен руководителĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ /ÿкерчĕк çинче\. «Журналистика шухăшлама, интереслĕрех пурăнма вĕрентет, кирек мĕнле профессире те журналистикăри хăнăхусем кирлĕ пулма пултараççĕ», — терĕ вăл, пурнăçри тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. Хаçат кăларас ĕçе тишкернĕ май кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. Хăш-пĕр шкулсенче хăйсен киноклубĕсем пуррине каларĕ, Вăрмар районĕнчи шкулсенче те киноклубсен ĕçне йĕркелеме, роликсем ÿкерсе пăхма сĕнчĕ. Пысăк экран çинче ырăлăха вĕрентекен роликсем кăтартрĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, ку тĕлпулу ачасене журналистика вăрттăнлăхĕсене те уçса пачĕ, пурнăçра ырри усаллине яланах çĕнтернине те çирĕплетрĕ.
Тĕлпулăва М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тухса тăракан «Шкул хумĕ» /«Школьная волна»\ — хаçатăн юнкорĕсем те хутшăнчĕç. Çак кунсенче эпир асăннă шкула çитсе килтĕмĕр, хаçат ĕçченĕсемпе калаçрăмăр.
«Шкул хумĕ» хаçат чылайранпах тухса тăрать, унăн пĕрремĕш номерĕ 2011 çултах вулакансем патне çитнĕ. Хальхи вăхăтра «Шкул хумне» виçĕ уйăхра пĕрре кăлараççĕ. Çак ĕçе ачасем те активлă хутшăнаççĕ, пĕтĕм шкул коллективĕ те айккинче юлмасть. 7-мĕш класра вĕренекен юнкорсем — Анастасия Крылова, Эвелина Сотникова, Светлана Садовникова, Александр Кашаев, Артем Гибадуллин /ÿкерчĕк çинче\, Анна Мочалова, çавăн пекех 3-мĕш класри Анна Соколова, 5-мĕш класри Анастасия Васильева, Дмитрий Чернов, Клим Садовников, 9-мĕш класри Нелли Васильева, Юлия Кашаева çырас ăсталăхпа уйрăмах палăрса тăраççĕ. Хаçат ĕçне тытса, йĕркелесе пыракан вĕрентекенсем хушшинче Ю.Кузьмина, И.Краснова, С.Хмелев, Л.Васильева, В.Федорова, Э.Андреева тата ыттисем те тăрăшуллă.
Шкул директорĕ А.Егорова вĕсене мухтать, вĕсен ĕçне пысăка хурса хаклать. Çапла пулмасăр, «Шкул хумĕ» хаçатăн кашни номерĕ интереслĕ тухать, унта тĕрлĕ темăсене хускатаççĕ: вĕренÿ, спорт, патриотизм тата ытти те. Шкулти мероприятисене çутатаççĕ, кулăш страници те пур. Хаçат кăларакансем малалла аталанас тĕллевпе тĕрлĕ мастер-классене, конкурссене хутшăнаççĕ, урăхла каласан, пурнăçпа тан утаççĕ. Районти ача-пăча творчество çуртĕнче иртнĕ шкул хаçачĕсен «Школа-пресс» конкурсĕнче те «Шкул хаçачĕн чи лайăх верстки тата дизайнĕ» номинацинче «Шкул хумĕ» лауреат пулса тăнă.
Паян эпир сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем, 9-мĕш класра вĕренекен Нелли Васильевăн /ÿкерчĕк çинче/ пултарулăхĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Тамара Васильевна Артемьева – Кинчер Çĕрĕн мухтавлă ентешĕ
Пĕчĕк Тăван çĕршыв вăл – çуралнă кĕтес, ачалăхпа çамрăклăха ирттернĕ вырăн. Кашни çын ÿссе çитĕнсен хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывĕшĕн мĕнпе те пулин усăллă пуласшăн.
Манăн пĕчĕк Тăван çĕршыв Çÿлти Кинчер ялĕ шутланать. Çак ял Чăваш Республикин Вăрмар районĕнче вырнаçнă. Кунтан паллă та талантлă çынсем чылай тухнă. Манăн пĕр пултаруллă çын çинчен каласа парас килет. Ку вăл Тамара Васильевна Артемьева.
Тамара Васильевна Çÿлти Кинчер ялĕнче 1958 çулхи январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕне Василий Артемьевич, амăшне Иулита Федотовна тесе чĕннĕ. Вĕсем 6 хĕрача çуратса ÿстернĕ, вĕрентсе пысăк çул çине кăларнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен совхозра ĕçленĕ. Тамара Васильевна çемьере иккĕмĕш ача пулнă, ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. 1977 çулта çамрăк хĕр Канашри педагогика училищине Хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе «Пуçламăш класс учителĕ» специальность илнĕ. Пĕлÿ илес туртăм ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çитернĕ, ăна вăл 1982 çулта каллех Хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
1996 çулта «Чăваш шкулĕнче çырăва вĕрентес система» темăпа диссертаци ăнăçлă хÿтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕ Канашри педагогика училищине пĕтерсен Хуруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçламăш класс учителĕнче ĕçленинчен пуçланнă /1977-1978 çç./. 1983-1984 çулсенче Шупашкарти 3 номерлĕ интернат-шкулта, ун хыççăн Чăваш Республикинчи вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра методистра ĕçленĕ, РФ Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен тĕпчев институчĕн Чăваш лабораторийĕнче вăй хунă.
Т.В.Артемьевăн ăслăлăх интересĕсем чăваш шкулĕн пĕрремĕш класс ачисене тăван чĕлхене, çырăва вĕрентессин проблемисемпе çыхăннă. Педучилищĕре тата педагогика институтĕнче илнĕ ятарлă пĕлÿ, пуçламăш класс вĕрентекенĕнче, методистра ĕçленĕ опыт çамрăк тĕпчевçĕне пуçламăш классенче чăваш чĕлхипе калăпланă вĕрентÿпе методика комплекчĕсене хатĕрлеме тата пичетлеме пулăшнă. Çак комплекта çумавторпа хатĕрленĕ хальхи илемлетнĕ букварь /1986-1988 çç., 1989-1994 çç., Шупашкар/, «Чăваш чĕлхи» /1 класс/ /1986, 1989 çç./, «Чăваш чĕлхи» /2 класс/ /1996 ç./, «Чăваш сăмахĕ» /2, 4 класс/ /1996, 1998 çç./, икĕ пайран тăракан çыру тетрачĕсем /1988-1994 çç./, çырăва вĕрентмелли кăтарту таблицисем /1989 ç./, учительсем валли методика пособийĕсем тата дидактика материалĕсем кĕреççĕ. Çаксем пурте ăслăлăх тĕпчевĕн результачĕсем. Çавăн пекех Тамара Васильевна пуçламăш шкул валли чăваш чĕлхи программисене, «Литература вулавĕ» /2-4 класс\ вĕренÿ кĕнекисене, шкул çулне çитмен ачасем валли хрестомати кĕнекисене, методика пособийĕсене çырса хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнакан педагог-тĕпчевçĕ.
2003 çултан пуçласа Тамара Васильевна Артемьева И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ. Хальхи вăхăтра тата вăл педагогикăпа психологи ăслăлăхĕсен тĕпчев институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ.
Пĕлÿ парас ĕçри çитĕнĕвĕсене кура Тамара Васильевна 2006 çулта «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» патшалăх наградине илме тивĕç пулнă. 2013 çулта вăл «Раççей Федерацийĕн аслă профессиллĕ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята илнĕ.
Тамара Васильевна пĕр вырăнта тăмасть, унăн яланах çĕнĕ шухăшсем тупăнсах тăраççĕ: çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем, статьясем çырсах тăрать, ĕçтешĕсене пулăшу парать, çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсене алла илет.
Нелли ВАСИЛЬЕВА, 9-мĕш класра вĕренекен.
«Паллашар-и? Эп юнкор» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.