hd hd img 2206Иртнĕ кунсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе республикăра – Чăваш Енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăхĕнче тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленнноçĕнче ĕçлекенсен çулталăкри черетлĕ пысăк уявĕ пулса иртнĕ. Унта пирĕн район делегацийĕ те активлă хутшăннă. Унта производствăра малта пыракансем, ял хуçалăх предприя­тийĕсен, хресчен /фермер\ хуçалăхĕсен руководителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем те пулнă. Делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов ертсе пынă.

Кăçалхи çул аграрисемшĕн пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Республикăри чылай районсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленменпе пĕрех. Ытларах çĕр улми кăçал шар курчĕ. Мĕн акса лартнине çанталăк условийĕсене пула пухса кĕртме чылай каярах юлнă. Апла пулин те вĕсем уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха ăнăçлă çулсенчи пекех пухса кĕртме пултарчĕç. Умра - курăмлă ĕçсем. Пушаннă лаптăксене сухаласа хăварма ĕлкĕрмелле тата ытти ĕçсем те пайтах.

Уява пухăннисене ял хуçалăх производствинче туса илнĕ продукцисемпе выставка хатĕрлени хăй патне илĕртнĕ.

Ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕпе палăрнă ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев ăшшăн саламланă. Агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене тата йывăрлăха пăхмасăр çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пултаракансене, кашни гектар çĕр лаптăкĕпе туллин усă куракансене, тухăçлă тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илекенсене, выльăхсен хисепне сыхласа хăварас тĕлĕшпе тăрăшуллă вăй хуракансене ăшшăн саламланă, малашне те ку енĕпе тупăшлă ĕçлеме ăнăçу суннă.

Республикăри ял хуçалăх отраслĕнчи ĕç-хĕле ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов пĕтĕмлетнĕ. Производствăра мала тухнисене тĕрлĕ наградăсем парса хавхалантарнă. Вĕсен хушшинче пирĕн районти «Иванов В.А.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕ Чăваш Енри хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем хушшинче производствăпа экономика кăтартăвĕсем тăрăх 1-мĕш вырăна тухнине палăртма çав тери кăмăллă.

Сăмах май каласан, «Иванов В.А.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕнче паянхи куна 585 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен сăвакан ĕне 231 пуç, пушмак пăрусем – 47, ултă уйăха çитмен пушмак пăрусем 71 пуç, 12-18 уйăхрисем 60 пуç, 18 уйăхран иртнисем – 38 пуç, самăртма хупнă вăкăрсем 89 пуç. Пĕтĕмпе хуçалăхра 3201 гектар çĕр çинче акса-лартса илеççĕ. Унти 2439 гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, техникăлла культурăсем 376 гектар, нумай çул ÿсекен курăк 386 гектар, кукуруза 150 гектар çинче çитĕннĕ. Кăçалхи çул хуçалăхра тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме пултарнă, выльăх-апачĕ те çителĕк­лĕ хатĕрленĕ.

Çапла вара çĕнсе илнĕ ят-сума çĕре ÿкермесĕр, тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармасăр малаллах ĕçлемелле пултăр.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика