«Кĕрхи пуянлăх – хĕл каçмалăх», – тенĕрен çĕр ĕçченĕ çĕнĕ çул пуçлансанах ытлă-çитлĕ тупăш илессишĕн тăрăшма тытăнать. Тăрăшни вара нихăçан та сая каймасть, çĕр-аннемĕр хăйне хисепленине питех те юратать, тупăшпа тавăрать.
Кĕрхи тухăçа пуçтарса кĕртсен, çĕр çинче вăй хуракансене чаплă уяв кĕрекине ларсах мухтаççĕ. Иртнĕ кунсенче районта ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявларĕç. Çĕр çинче ырми-канми тăрăшакансем çак уява чăннипех те тивĕçлĕ.
Кăçалхи çанталăк ял хуçалăх ĕçченĕсене чăннипех те чи йывăр экзамен тыттарнăнах туйăнчĕ. Çуркунне шăрăх пулчĕ, унтан çĕр типсе асапланчĕ, каярахпа çумăрĕ лÿшкентерме тытăнчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене мĕн çитĕннине пухса кĕртсе ĕлкĕрчĕç, тухăçĕ те аван пулнине палăртрĕç аграрисем. Шел пулин те, йĕпе-сапана пула çĕр улми самаях шар курчĕ. Районти ял хуçалăх ĕçченĕсем, темле йывăрлăх умĕнче те алла усса ларма хăнăхманскерсем, вăй çитнĕ таран кĕрхи пуянлăха сутмалăх та, çимелĕх те, вăрлăхлăх та пухса кĕртме пултарчĕç.
Уяв кунĕ районти культура çуртне халăх нумай пуçтарăннă. Кунта килсе кĕрсенех фойере чылай ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ хăйсен территорийĕсенчи ал ĕç ăстисен выставкисемпе паллашрĕç. Çавăн пекех уяв хăнисем районта туса кăларакан пылак шыва тутанса пăхма пултарчĕç, унсăр пуçне «Энĕш» хресчен /фермер\ хуçалăхĕн продукцине туянчĕç.
Ял хуçалăх ĕçченĕсене халалланă чаплă мероприяти пирĕн район 95 çул тултарнă тĕле ÿкернĕ фильма презентациленинчен пуçланчĕ. Ку фильмра район пурнăçĕ алă тупанĕ çинчи пекех туллин те уçăмлăн палăрчĕ. Республикăра иртнĕ «Лучшие на селе» конкурса хутшăнса çĕнтернĕ ачасене те уяв программинче тĕрлĕ наградăсемпе хавхалантарчĕç. Аслисем уй-хирте тăрăшнă чухне ĕç çумне çыпăçнă шкул ачисем те урамра çил хăваласа çÿремеççĕ. Мĕн авалтанпах ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачасем тĕш-тырă пуçтарнă çĕре хутшăнаççĕ е хăмла татма та васкаççĕ, çĕр улми те пуçтарма хирĕç мар. Кăçал та ачасем ял хуçалăх ĕçне активлă хутшăнни палăрчĕ, вĕсене çĕр улми пуçтарнă çĕре хутшăннăшăн тав хучĕсемпе чысларĕç.
Районти агроволонтерсем те хăйсем Раççее тата Чăваш Ене, çавăн пекех хамăр района юратнине, çĕр ĕçне, ял пурнăçне хисепленине юрă-ташă урлă палăртнине курма кăмăллă пулчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Михайлович Николаев аграрисем кăçалхи çулта мĕн ĕçленипе тĕплĕн паллаштарчĕ /тĕплĕнрех 2-3-мĕш страницăсенче вулăр/. «Сăмах паян хирти тĕш-тырă пирки мар, пÿлмене мĕн кĕрсе выртни пирки пырать. Пÿлмене кĕриччен сахал мар тăрăшма тивет. Кун пирки харпăр хăй ĕçлесе курнă, йывăрлăха кашни хăйĕн ĕнси çинче тÿснĕ çынсем кăна ăнланаççĕ. Сире çĕр ĕçне чунтан парăннăшăн чĕререн тав тăватăп, ĕçре ăнăçу сунатăп», - терĕ Николай Михайлович хăйĕн сăмахĕнче.
Районти агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсен ĕç-хĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов пĕтĕмлетрĕ. «Ĕççи-2022» кăтартăвĕсем тăрăх палăрнисене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех ял ĕçченĕсене Вăрмарти муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Фролов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов, Чăваш Республикинчи ипотека корпорацийĕн клиентсемпе суту-илÿ енĕпе ĕçлекен департаменчĕн директорĕ Д.Круглов уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕç. Ĕçре уйрăмах палăрнисене уявра тĕрлĕрен наградăсемпе хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Сăмахран, Энĕшпуçĕнчи «Иванова О.А.» хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ Ольга Анатольевна 3 ача амăшĕ. Пĕр вăхăтрах вăл ачисене те тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшать, мăшăрĕпе çĕр ĕçĕнче ĕçлесе пур енĕпе те ĕлкĕрсе пынине палăртрĕç уявра. Ку вара уншăн Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕнче те, çывхарса килекен Амăшĕн кунĕ тĕлне те пысăк парне пулчĕ.
Уяв тени юрă-ташăсăр пулмасть. Уява пухăннисене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем ятарласа хатĕрленĕ хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.
А.НИКОЛАЕВА.
Сăн ÿкерчĕкĕ Н.ШИШКИНАН.