Вăрмарта тăрăшуллă та маттур предпринимательсем чылай. Вĕсен шутĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Валентина Георгиевнăпа Владимир Васильевич тата вĕсен ывăлĕсен Эдуардпа Андрей Павловсен çемйисем. Вĕсем тимĕртен мунча кăмакисем, буржуйкăсем, мангалсем, аш-какай тĕтĕмлентермелли, кил хуçалăхĕнче кирлĕ печка-прачкăсем, тĕрлĕрен калăпăшлă теплицăсем тата ыттине те туса хатĕрлеççĕ. Тĕреклĕ производство йĕркелесе ертсе пыраççĕ.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Вăрмар салтакĕсене пысăк пулăшу кÿрекенĕсем те вĕсемех. Гуманитари пулăшăвĕпе пĕрремĕш хутĕнче Павловсем 7 буржуйка, 12 пин тенкĕлĕх апат-çимĕç парса янă пулнă, иккĕмĕш хутĕнче 6 буржуйка, 3 мунча кăмаки /бакĕсемпе пĕрле\, мунча чулĕ, казан лартса апат пĕçермелли 5 кăмака тиесе ăсатнă. Инçетре тимĕр кăмакасăр май килмест ентешсене. Çĕр айĕнче чавса хăйне майлă мунча туса çăвăнма май тупаççĕ вĕсем мунча кăмаки пулсан, вĕри апат та пĕçерме пултараççĕ. Павловсен пулăшăвĕ — йăлтах тÿлевсĕр пулнă. Паянхи кун та гуманитари пулăшăвĕ валли кăмакасем хатĕрлеççĕ ырă кăмăллă предпринимательсем.
Çемье пуçлăхĕ Владимир Васильевич Павлов Анаткас ялĕнче çуралса çитĕннĕ, салтак аттине хывсан Вăрмарти механика заводне ĕçлеме вырнаçнă, малтан слесарь, унтан — бригадир, çав вăхăтрах сварщик пулса ĕçленĕ. Каярах «Ресурсы» пĕрлешÿре аркăллă складсем тунă çĕрте тăрăшнă, Мускава стройкăна та çÿренĕ. 2004 çулта вара Владимир Васильевич уйрăм предприниматель пулса тăнă, килте мунча кăмакисем тума пуçланă. Тĕрĕсрех каласан, чи малтан аслă ывăлĕ Эдуард мунча пичкисем тума тытăннă пулнă. Саккассем йышланса пынине кура ĕлкĕрейми пулса çитсен сварщиксене ĕçе илнĕ. Килте ĕçленĕ чухне сварка тунине кура кÿршисем тарăхма пуçланине аса илет В.Павлов. Ун чухне подстанци патне 800 метр тăршшĕ кабель туртса киле электричество кĕртме тивнĕ. «Ĕç калăпăшĕ сарăлса пынине кура малтан сĕтел-пукан фабрикин пулнă территорире 50 сотăй çĕр участокне туянтăмăр, склад турăмăр, малтанах генераторпа ĕçлеттĕмĕр, каярах подстанци туса лартрăмăр», - аса илет Владимир Васильевич. Паянхи кун вăл хăйĕн ĕçне малалла тăсакан, çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса производствăна аталантаракан ывăлĕсемпе чăннипех те савăнма пултарать. Хăрман çутă тимĕртен тăвакан шыв пичкисен пайĕсене лазерпа касакан станок çинче, хура тимĕре плазмăпа касакан станок çинче касаççĕ. Компьютер çинчи ятарлă программăпа усă курса тимĕре çын аллисĕрех кирлĕ пек касма пулать. Çак мелсемпе йăлтах усă кураççĕ производствăра. Пĕчĕк коллектив пысăк ĕç пурнăçлать. Павловсем туса кăларакан продукцие Мускавранах килсе туянаççĕ, ытларах хамăр республикăри тĕрлĕрен хуласемпе ĕçлеççĕ.
Валентина Георгиевнăпа Владимир Васильевичăн ывăлĕсем Эдуардапа Андрей иккĕшĕ те çемьеллĕ, ашшĕпе амăшне 5 мăнук парнеленĕ.
Çакăн пек ырă кăмăллă, çынна пулăшма хатĕр предпринимательсен пулăшăвĕ пирĕн салтаксене тылри тĕреке туйма май парать.
Э.МИХАЙЛОВА.