Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тилхепине алла тытнăранпа виçĕ çул çитнĕ май çак тапхăрта регионта пурнăçланă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ пулнă. Çав шутра агропромышленность сферинче тунă çитĕнÿсене те тимлĕх уйăрнă.
Акă, пĕлтĕр аграрисем тĕш тыррăн рекорд шайĕнчи тухăçĕпе савăнтарнă. Çак çитĕнÿре ял хуçалăхне патшалăх енчен кÿрекен пулăшу витĕмĕ те курăмлă. Çĕнĕ техника туянма тăкакланă укçан пĕр пайне саплаштарни, фермерсем валли уйăракан грантсем, çĕнĕ фермăсем, продукци управĕсем тума укçа уйăрни — çакă АПК аталанăвне вăй пани иккĕленÿсĕр.
Вăрмар муниципаллă округĕнчи çĕр ĕçченĕсем те патшалăх пулăшăвĕсемпе активлă усă кураççĕ. Вĕсенчен пĕри — «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов. Çак хуçалăх пирĕн округра чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри шутланать. Кунта çĕрпе те, выльăх-чĕрлĕхпе те ĕçлеççĕ. Владимир Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра 3201 гектар çинче акса-туса илеççĕ, çавăн пекех паянхи кун тĕлне 600-е яхăн мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. 2022 çулта хуçалăх 24 миллиона яхăн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнă. Çав шутра выльăх-чĕрлĕх тытакан çемье фермине аталантарма 15 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ. Унсăр пуçне сĕт суса илнĕшĕн, элита вăрлăхсем туянса акнăшăн тата ытти тĕрлĕ ĕçсемшĕн те патшалăх субсидисем панă. «Ял хуçалăх ĕçĕ çăмăл мар, ăнăçу пултăр тесен сахал мар тар тăкма тивет. Патшалăх пире çапла пулăшни вара тĕллевсене пурнăçлама, çитĕнÿсем тума пулăшать, малашне тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать», — тет Владимир Анатольевич.
Хальхи вăхăтра, ытти хуçалăхсенчи пекех, «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çуракине ăнăçлă ирттерсе ярассишĕн тăрăшаççĕ. Кăçал уй-хир ĕçĕсем унчченхинчен иртерех старт илнĕ. Сăлтавĕ çуркунне ир килнипе çыхăннă. Ăшă та типĕ кунсемпе усă курса «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче эрне пуçламăшĕнчех калчасене апатлантарма тухнă.
Эпир пынă чухне Чулкас территори пайĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕнче /кунта «Скипетр» сортлă кĕрхи тулă акса хăварнă\ Беларус-1221 трактор хаваслăн кĕрлесе симĕсленнĕ уй-хир тăрăх калла-малла чуптарса удобрени сапалатчĕ. Руль умĕнче — хуçалăхра нумай çул ĕçлекен механизатор Александр Николаевич Артемьев. «Çанталăкĕ илемлĕ тăрать, хĕвел хĕртет, ĕç кал-кал пулса пырать. Удобренине пысăк тиевлĕ автомашинăпа илсе килетпĕр, AMAZONE техникăпа сапалатпăр. Ĕçе вăраха ямасăр кĕске вăхăтра вĕçлетпĕр тесе шутлатăп», — каласа пачĕ Александр Николаевич. Сăмаха май, Александр Николаевич питĕ пултаруллă та хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын пулнине палăртса хăварас килет. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене яланах пысăк яваплăхпа пурнăçлать, чăннипех те ылтăн алăллă çĕр ĕçченĕ. Хуçалăх пуçлăхĕпе Владимир Анатольевичпа калаçнă май вăл ĕçчен механизаторăн тăрăшулăхне пысăка хурса хакланине каларĕ. Малашалăх тĕллевĕсемпе те паллаштарчĕ. «Кăçал эпир 1100 гектар çинче çурхи урпа, 700 гектар çинче çурхи тулă, 300 гектар çинче рапс, 150 гектар çинче куккурус акса хăварасшăн. Пĕр гектарне те пушă вырттармастпăр, кĕрхисем 678 гектар çинче çитĕнеççĕ, ытти лаптăкне нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ», — пĕлтерчĕ вăл.
Ирина ДАНИЛОВА