Çуркунне — черчен те çепĕç хĕрупраç евĕрлĕ. Унăн ытарайми илемне нимĕнпе те танлаштарма çук. Çуркунне çутçанталăк чĕрĕлет, хĕвел сенкер тÿперен хăйĕн пайăркисене сапаласа тавралăха ăшшăн çупăрлать, çаран-улăхсене, вăрмансене, сад-пахчасене тĕс кĕрет, ем-ешĕл çамрăк курăк тапса тухать, пирвайхи чечексем тĕрлĕ тĕслĕ шăрçа евĕр тĕллĕн-тĕллĕн курăнкалаççĕ, куçа илĕртеççĕ, хурт-кăпшанкă хаваслăн кĕшĕлтетме тытăнать, вĕçен кайăксем тăван тăрăха таврăнаççĕ.
Темшĕн-çке кулленхи пурнăçри шухăшсемпе ĕçсен авăрне путса эпир тавралăх илемне асăрхамастпăр. Ялан таçта васкатпăр, чупатпăр, пĕр самантлăха та пулин чарăнса тăрса çутçанталăк илемĕпе киленме пĕлместпĕр. Çак илем уйрăмах хире тухсан палăрать. Вĕçсĕр-хĕрсĕр анлă уй-хир ал тупанĕ çинчи пек сарăлса выртать.
Çуркунне çитнĕ май çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Унта та кунта ял хуçалăх техники мăнаçлăн кĕрлени илтĕнет, вĕсен шавĕ уй-хире илем кÿрет. Кам мĕн ĕçлет: пĕрисем кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă, теприсем сÿрелеççĕ, хăшĕ-пĕри акана та тухнă. Пурин те пĕр тĕллев: çуракине чипер-йĕркеллĕ, кĕске вăхăтра, агротехника требованийĕсене пăхăнса ирттерсе ямалла.
«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те эрне пуçламăшĕнче çуракине тухнă. Эпир пынă чухне хуçалăх ĕçченĕсем Аслă Чак ялĕ çумĕнчи лаптăкра акатчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов та, хуçалăх управляющийĕ Валерий Петрович Андреев та кунтахчĕ. «Çуркунне ир килнипе кăçал çуракине маларах тухрăмăр, пĕлтĕр апрель вĕçĕнче кăна тытăннăччĕ çак ĕçе. Ку лаптăкра, 400-е яхăн гектар çинче, «Ликамеро» сортлă тулă акатпăр. Унсăр пуçне Арапуç ялĕ çумĕнчи лаптăкра та акма тухнă — унта «Нур» сортлă урпа акатпăр», — каласа пачĕ Владимир Анатольевич.
Эпир калаçнă май хуçалăхри механизаторсем пысăк урапаллă, хĕрлĕ тĕслĕ «Кировец» трактор хыçне кăкарнă хальхи йышши Vaderstad сеялка çумĕнче тем ĕçлетчĕç. «Çак сеялкăпа пĕр вăхăтрах акма та, удобрени те сапса пыма пулать. Çапла ĕçĕ те хăвăртрах пулса пырать. Тракторне те, сеялкине те эпир пĕлтĕр туяннă. Çĕнĕ техника туяннăшăн патшалăх паракан субсидипе усă куртăмăр», — малалла тăсăлчĕ хуçалăх пуçлăхĕпе калаçу.
Паллах, ял хуçалăх ĕçĕнче техника вăйĕ пĕлтерĕшлĕ, анчах ĕçчен алăсен пĕлтерĕшĕ те пысăк. «Шанчăклă механизаторсем пулсан умри тĕллевсене пурнăçлама пулатех, — палăртрĕ Владимир Анатольевич. — Акă, ку лаптăка акма Василий Петрова, Валерий Теплова, Владимир Тимофеева шанса патăмăр. Арапуç çумĕнчи лаптăкра вара Николай Васильев, Александр Артемьев, Яков Федоров акаççĕ. Вĕсем пурте хуçалăхра пĕрремĕш çул кăна ĕçлемеççĕ, яваплă та ĕçчен, аллисем те ылтăн, кирек мĕнле техникăна та парăнтарма пултараççĕ, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Ĕçлекенсене кунне икĕ хут вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр. Пĕтĕмлетсе каласан, çанталăкĕ парсан, çуракине ăнăçлă ирттерсе яратпăр тесе шанатăп».
Ирина ДАНИЛОВА
Сăн ÿкерчĕк çинче «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи ĕçченсем: Василий Петров, Валерий Теплов, Владимир Тимофеев.